ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

История деревни Девлизерово

 

 

Вăрманьял историйĕ


     Девлизерово (Вăрманьял) çĕрĕсем Çавал юханшывĕн сылтăм енĕпе пилĕк çухрăма яхăн тăсăлса выртаççĕ. Кăнтăр Хĕвелтухăç енчен ял патшалăх вăрман хуçалăхĕпе чикĕллĕ. Пĕр енчен Ухман, тепĕр енчен Кипеч ялĕсемпе кÿршĕллĕ. Унăн çутçанталăкĕ çĕр пичĕ çав тери илемлĕ. Уйсем, шыв улăхĕсем, йывăçлă çымасемпе варсем, вăрмансем,  катасем, уйсенче ларакан пĕччен йывăçсем куçа илĕртеççĕ. Вăрмансенче тĕрлĕ-тĕрлĕ йвыăçсем çитĕнеçĕ, кăмпа,  мăйăр,çырла, çĕмĕрт панулми нумай  пулать. Тискер кайăкем те тĕл пулаççĕ, вĕçен кайăксем вăрман шавне илемлетеççĕ.
     Туга Çавалĕ авалтанпах çынсене хăй патне илĕртнĕ. Пулăçсем, кайăк-кăвакалĕпе шыв чăххи сунарçисем çуллахи вăхăтра кашни кунхи хăнасем шутланнă.
     Хальхи вăхăтра Плотина, коллективла пахча Канаш хули çыннисен чи паха вырăнĕ шутланать.Çутçанталăк илемĕ хăй патне илĕртет. Ěлĕк-авал çак вырăн «Дикое поле» çын пурăнман вырăн шутланнă. Авалтанпах сĕм вăрман пиншер çул кашласа ларнă. Ун çинчен кунти çутçанталăк хăй питĕ ĕненмелле каласа парать. Ял хушшинче каçма май çук пысăк юмансем ларатчĕç. «Çÿллĕ кĕлет», «Чуней», «Тăхăр юман тăрăхĕ» уйсенче юмансем хăйсемех пиншер  çула яхăн ÿсеççĕ. Уйри çырмасемпе катасенче те мĕн чухлĕ хăртнăламан вăрман юлашкисем ларса юлнă.
Ухманпа Кипеч ялĕсен те ĕлĕк-авал кунта вăрман пулнине кăтартакан паллăсем питĕ йышлă. Кутнер (ушахлă вырăн тенине пĕлтерет) çырмин тĕпĕнче 2-3 метр тарăнăш шыв çурса кайнă леслă тăпра айĕнчен тăтăшах йăваннă йывăçсем тухаççĕ. Çакă та кунта авал вăрман кашласа ларни çинчен калать.
     Пирĕн ял историйĕ Кутнерпе çыхăннă. Кутнер тăрăхĕсем маларах çынсем пурăннипе вăрмансенчен тасалнă.  Малтан камсем пурăннă-ши çак вырăнсенче?
     Хусанти тĕп архив  материалĕсем çирĕплетсе панă тăрăх,  кунти вырăна ХVΙΙ ĕмĕр çурринче Хусан уездĕнчен Боташово тата Болдачево ялĕсем куçса килнĕ. Икĕ ялĕ те Аслă Кипеч, Чулкăмака таврашне вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри Боташевво ялĕ Анат Вăрманьялпа Вăтакас Кипеч хушшинчи вăрăм тăвайккине ларнă. Вăл вырăнта 15-20 çул каялла 3  пысăках мар юман ÿсетчĕ. Ваттисем каланă тăрăх, çав тĕлте  пулнă та ĕнтĕ Боташево ялĕ, каярахпа Ăвăс пÿрт Кипеч ялĕпе пĕрлешсе кайнă.
     ХVΙ-мĕш ĕмĕр варринче чăвашсем, вырăссем, мăкшă-ирçесем (мордвасем) хушшинче «дикое  поле» текен, çын пурăнман вырăнсене куçса каяс йĕрке пуçланса кайнă. Çав йĕрке ХVΙΙ ĕмĕрчен,  хăшпĕр вырăнсенче ХVΙΙΙ ĕмĕрченех тăсăлнă. Çав вăхăтрах чăваш хулисем пуçланнă, вĕсенче воеводăсем, вырăс çар çыннисем пурăннă. Пур хуласем çывăхне те  вырăс ялĕсем куçса   килнĕ.  Чăвашсен тĕп масси государство хресченĕсем шутланнă. Хресченсен патша правительствине ясак тÿлемелле пулнă. Çвăнпа та вĕсене ясачнисем тенĕ. Унсăр пуçне вĕсен ытти хырçă-мăрçă, парăмсем те тÿлемелле пулнă. Пуянсене, çĕр хуçисене, мурзасене, тархансене, сотниксене тата  çар службинче тăракансене («служилые люди») ясак  тÿллетермен. Уйрăмах çар службинче тăракансем Хусан çывăхĕнчи чăвашсене хĕснĕçемĕн хĕссе пынă. Акмалли лайăх çĕрсене службăра тăнăшăн тесе  тытса илнĕ е патшалăхран ыйтса илнĕ. Чăваш  ялĕсем вара начар çĕрсем çинче е вуçех те  çĕрсĕр тăрса юлнă. Çавăнпа та унти чăвашсем çĕрхуçисен аллине лекесшĕн пулман, яасак тÿлекен государство хресченĕсем пулма тăрăшнă. Кашни ялĕ тĕрлĕ вăхăтра çак сăлтавсене пула Кощаково вулăсĕнчи Кипечсем, Девлизерово, Биболдино тата  хăшпĕр Тăвай районĕнчи ялсене куçса килме пуçланă.  Кипечсем, Делизерово, Биболдино Çавал юханшывĕ таранах кунта куçса килнĕ. Ку ХVII ĕмĕр вĕçĕнче пулнă.
Девлизерово ялĕ ХVII ĕмĕр вĕçнелле Хусан уесĕнчи Кощаковски вулăсĕнчен хĕвеланăçнелле, Атăл  урлă каçса Свияжск уесне,  Аря юханшывĕ тăрăхне çитсе чарăннă та, хăйсен ялне никĕсленĕ.
     Хусанти тĕп архивăн докуменчĕсенче çапла çырнă: «Аря юханшывĕ çинчи Девлизерово ялĕнче 15 кил».
     Халĕ вăл вырăнта ял  çук. Апла пулсан, Девлизер кунта хăйĕн тăванлă кÿршĕсем пулнă Кипечсемпе Биболдино патне куçса килнĕ те «çÿллĕ кĕлет» çине вырнаçса ларнă. Вăл вырăнта, астăвассах, 15 яхăн кил вырăнĕсем питĕ уççăн палăрса тăратчĕç.

А.М. Милитонов кĕнекинчен


Дополнительно:

     Деревня Верхнее Девлизерово – Çÿлти Вăрманьял. Расстояние до  города Чебоксары 97 км, до города Канаш – 19 км. В «Спике селений Казанкой губернии» 1897 года упоминается  как «Девлизерово,  чувашская деревня, 384 человека, Вурман ялы, Цивильский уезд, Шибылгинская волость».
     Нижнее Девлизерово - Анат Вăрманьял. В «Спике селений Казанкой губернии» 1897 года упоминается  как « Нижнее Девлизерово,  чувашская деревня, наеление - 210 человек, Цивильский уезд, Шибылгинская волость».
     Тевлетзер был болгаро-чувашским князем, чувашское произношение его имени Тевлетçер, жил в 1-ой половине ХVI века. Известно, что 18 декабря 1510 года великий князь и царь Московского княжества Василий III отправил ему «Жалованную и несудимую грамоту». В  русском произношении его имя  звучало Девлячьер.
     Тевлезер – было распространенным именем  болгаро-чуваш. В Чувашии есть несколько селений   таким названием. В исторических  преданиях, записанных в селении,  говорится, что они так названы по имени родоначальника или же князя, которые основали эти поселения. «Тевлезер – чисто чувашское имя, произошедшее от слова тевелет (тивлет) – богом предназначенная счастливая судьба, ер(ар)- муж, мужчина, воин, рыцарь»,  -   говорится в книге М. Юхма «Древние чуваши». Чувашское название деревни от слов вăрман «лес» и ял «село, деревня».

Дубанов И.С. Географические названия Чувашской Республики: Краеведческий словарь.- Чебоксары, 2010.

    16 сентября 2014г. в деревне Верхнее Девлизерово Среднекибечского сельского поселения прошло открытие фельдшерско-акушерского пункта. Поздравить их со значимым событием прибыли Павлов С.В. – заместитель Председателя Кабинета Министров ЧР - министр сельского хозяйства ЧР; Софронов В.В. – глава администрации Канашского района ЧР; Максимов В.М. – глава Среднекибечского сельского поселения; Александров В.Н. – депутат государственного совета ЧР, директор территориального фонда обязательного медицинского страхования ЧР, главный врач БУ «Канашская ЦРБ им.Ф.Г.Григорьева» Минздравсоцразвития Чувашии Федорова Р.Н.
     Теперь жители будут получать медицинскую помощь в комфортабельных условиях и на современном уровне. В здании нового ФАПа имеется холодное и горячее водоснабжение, газовое отопление.

 

 

 

 

Открытие магазина «Стройхозтовары» в д. Нижнее Девлизерово

     В долгожданный солнечный день после затяжных дождей 11 июля 2017 года в деревне Нижнее Девлизерово открылся магазин «Стройхозтовары». Виновником этого торжества стал ИП Максимов Андрей Николаевич. В мероприятии приняли участие глава администрации Среднекибечского сельского поселения В.М. Максимов и депутаты Среднекибечского сельского поселения. После поздравительных слов по традиции была перерезана красная лента.
    На полках магазина можно увидеть широкий ассортимент товаров: от саморезов, ведер, леек до сеток- рабиц, профнастила. Желаем магазину процветания и хороших и приветливых покупателей.

 

 

Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru