Содержание:
ТУПМАЛЛИ
МĔСКЕР КĂНА ПУЛМАСТЬ ПУРĂНĂÇРА
ПОЭЗИ ВĂЛ — ХĂЙ ЕВĔР ВĂРТТĂНЛĂХ.
ТУПМАЛЛИ
Слакпуçĕнче
«Киле кĕчĕ юрату...»
«Çыпăçаймĕ пĕрре каснă чĕл...»
Амăшĕпе арăмĕ
«Этем тупман пулсассăн ылтăна...»
«Çĕршывăмçăм! Сана мĕнле эп...»
Март
Негр хĕрĕн юрри
«Иртсе кайнă вăхăта...»
«Пăши пăрушĕ, çуркунне çитсен...»
Эпĕ сан юрру
«Сан сассуна ялан кететĕп эпĕ...»
«Вăрманти улмуççи. .»
«Çыратăп эпĕ шурă юр çнне...»
Ытарлăн
«Акăшсем, тен, вĕçсе иртнĕ чух...»
Хура карас кÿлли
«Кирек ăçта каям, ăçта çитем...»
«Юратăва ыйтса илмеççĕ...»
Çурхи вăрманта
Систерес пулать ялан
«Çырăнма каймашкăн хатĕрленнĕ...»
Çăлтăрсем пирки
«Мĕскер кăна пулмасть пурнăçра...»
«Сĕтел çине лартса хăвартăн...»
Тавăш шывĕ
«Хĕр чух — хĕрĕх...»
«Вăл чапшăн мар фронтра кĕрешнĕ...»
«Май уйăхĕ лаштра вăрмаксене...»
Вĕçĕмсĕрлĕх
«Юнашарах юхать икĕ çăлкуçĕ...»
«Пуйăссем иртеççс хăвăрт-хăвăрт...»
«Пĕлетĕнси, ачам?..— ыйтать мучи...»
Пÿрт тăррине витеççĕ тимĕр
«Ахах шыракансем кун каçиччен...»
«Мĕнлерех пурнатпăр-ха? — тесен...»
Палан кукăлĕ
«Трактористсем çывăраççĕ апат хыççăн...»
Хăвăртлăх
Утă капанĕ
Арша
«Улмуççи панулмийĕ пулсассăн...»
«Пĕр хĕвеллĕ кун, сисмен çĕртен...»
«Виç япала çак пурнăçра...»
Гранит
«Ыр тунине ытла та час манатпăр...»
Укерчĕк
«Ĕçлĕ кун ялан вăл пирĕн çĕнĕ...»
«Хăва, хĕрлĕ хăва...»
Кĕтÿçĕ
«Сарă пуçлă капăр шур чечек...»
Ильич сăмахĕсем
Хĕвеллĕ çумăр
«Поэзи вăл — хăй евĕр вăрттăнлăх...»
МĔСКЕР КĂНА ПУЛМАСТЬ ПУРĂНĂÇРА
Çÿл тÿпере хĕртсе хĕвел пăхать,
Анчах кĕтмен çĕртен пĕр самантра,
Чашлаттарса çумăр çума пуçлать.
Ахальтен мар калаççĕ халăхра:
«Хĕвел пăхсан та,— йĕпенме пулать»
Хăшпĕрисем çÿреççĕ тăвăлрах...
Тепри вара
Хÿтте кĕрсе ларать.
Кирек мĕскер пулсан та таврара,
Чÿречинчен пырса пăхма хăрать.
Ахальтен мар калаççĕ халăхра:
«Вăл кăнтăрла та хăй çутса лараты».
Умра эс яланах куран ырра,
Анчах таçтан усал сиксе тухать.
Малалла çеç ялан пăхса пыран,—
Кĕтмен çĕртен темскер тытса чарать.
Ахальтен мар калаççĕ халăхра:
«Тепĕр чухне ыр ут та такăнать».
Кирек мĕнле пулсан та, пурнăçра
Этем хăй малашне туйса тăрать.
Сĕм каç чухне те вăл çутта курать,
Çав çутă чĕрене тек йыхăрать.
Ахальтен мар калаççĕ халăхра:
«Ĕмĕтлĕ çын ялан мала пăхать».
ПОЭЗИ ВĂЛ — ХĂЙ ЕВĔР ВĂРТТĂНЛĂХ.
Тепĕр чухне пĕр сăмахран
Иĕрке шăтать.
Вара ăстăнăн
Ĕçлес пулать мĕнпур вăйран.
Поэзи вăл — кĕлетри перчĕ.
Ăна
Эс лайăхрах сăна:
Кăнтăр енчен çур çилĕ вĕрчĕ —
Пурнăç тĕвви,— кур,— вăранать.
Çĕр ăшăнса пăсланнă май
Пуçлать ун шăршине туйма.
Поэзи вăл—айван ача:
Юмахсене те чăн курать.
Пĕрре суйсан вара, пачах
Сана шанмашкăн пăрахать,
Вăл пысăк сисĕмлĕ. Ахаль-и
Вуншар, çĕршер ыйту парать?..
Поэзи вăл — чĕре хавалĕ:
Вăл сан кашни юн тумламне
Хĕрÿ сăмах тупма хăвалĕ,
Çухатĕ каç канăçлăхне.
Поэзи вăл — постри салтак:
Ун куçĕ витĕр пулмалла.
Ху ырлăхна манса йăлтах —
Тăван çĕре сыхламалла.
Поэзи вăл — çĕршыв сасси:
Пĕр-ик йĕрке вуласанах
Эс сис — ăçтан ку çил касси? —
Вăл кама май çапать сăмах?
Çавăнпала, хăть тем калаччăр,
Сутăн илес тесе ăмсанччăр,
Эп хам çуратнă йĕркене
Ăсатмăп чикĕ леш енне.
Мана асап курса çуратнă
Чăваш хĕрарăмĕ пĕр ир.
Ялйыш ура çине тăратнă,
Çитернĕ çăкăр аслă хир.
Поэзи — парти хĕçпăшалĕ,
Ун вăйĕпе
Çăл пек
Таса.
Апла ман самана вăй-халĕ
Унра йăлт тăтăр палăрса:
Телей, инкек, куççуль те савнăç —
Ан юлтăр-и пытарăнса.
Суяс пулсан,-курам мар канăç
Вулакан ирттĕр ал сулса.
Çавăнпала йăлтах паратăп
Сăввăмсене хам халăха.
Эп шиксĕррĕн уçса яратăп
Алăкăма
Пуласлăха.
1973
Автор: Ефимов Георгий Андреевич (1928-2005)