Содержание:
СĂВĂСЕМ
ЧĂВАШ ХĂЙНЕ ХĂЙ ПĔР ПАТША
ЧĂВАШ ÇĔРĔ ÇИНЧЕН ПĔЛЕÇÇĔ
АЛЕКСАНДР АЛКАНА АСĂНСА
ЮМАХСЕМ
ЮМАХ МĔНЛЕ ПУÇЛАНАТЬ?
ПЬЕСА
ЧĂВАШ ХĂЙНЕ ХĂЙ ПĔР ПАТША
Ку - мăнкăмăллăх.
Мухтанчăклăх мар.
Çак шухăша
Хывса ăша
Пăхатăп малаша...
Чăл-пар
Çавăнпа саланмасть манăн халăх, -
Чăмăртаннă вăл çирĕп, яланлăх.
Ырă çынсемшĕн ун хатĕр юр-вар,
Чĕрере упранать тăванлăх.
Ĕмĕрсем урлă хăй чĕлхине,
Юррине,
Тĕррине,
Сăпайлăхне,
Ĕçченлĕхне
Çак тарана çитернĕ, сыхланă.
Ана хуптĕрленĕ, аркатнă,
Вăл - аталаннă.
Ахальтен-и чăваш -
Улăпсен йăхĕнчен?!
Çавăнпа чăваша хисеплет тĕнче.
Вăтăрсан та - эпир çухалман.
Пусмăрта та кашни пухнă пурлăх.
Вăй-хал илнĕ тăван Атăлран,
Пусарайман нуша-хурлăх.
Чăваш янă пит тарăн тымар,
Çавăнпа хунасах тăратпăр.
Пире пĕр халăх та, пĕлĕр ют мар,
Сăмах панă-тăк - çирĕп тытатпăр.
Чăваш хăйне хăй пĕр патша...
Çак каларăша
Хамăр чун варринче сыхлатпăр.
15.06.2003.
ЧĂВАШ ÇĔРĔ ÇИНЧЕН ПĔЛЕÇÇĔ
Страсбургра, Парижра, Нью-Йоркра.
Президенчĕ вĕсен лайăх теççĕ,
Ыррине çеç курать малашра.
Тĕп хула çĕнелсе пырать пирĕн,
Ялсене сенкер çулăм кĕрет.
Ăçта кай. - пур çĕрте те ирĕк,
Нушана çĕнтерсе чун хĕрет.
Ялсене асфальт çул çывăхлатрĕ,
Мухтанатпăр, - ку хамăр туни.
Ăнăçу кăмăла та хăпартрĕ,
Сая каймĕ ĕçчен тăрăшни.
Халăхпа ĕçе кам хисеплет,
Çавă çын ыр ятпа çеç çÿрет.
14.09.03.
АЛЕКСАНДР АЛКАНА АСĂНСА
1
Тархасшăн, аташать тесе ан калăр,
Алка сасси янрарĕ хăлхара:
«Тÿрккеслĕхпе кахаллăха хăвалăр,
Чăнпа тасалăх пурăнтăр чунра...»
Пурăннă чух та çак сăмахсене
Каланине эп уççăн ас тăватăп.
Вуланă май поэт сăввисене
Таса сăнне, ырă куçне куратăп.
Кам халăха савать, çав çын пурнать,
Çакна туятăп ĕнтĕ питĕ лайăх.
Чăн-чăн поэзи тыткăнлать çынна,
Сана Сар Кун енне вăл илсе кайĕ.
Сăвăç-салтак çаплах чĕррисемпе
Утать çĕр тăрăх çĕнтерÿçĕ пек.
2
Унпа çÿренĕ эпĕ тăванла,
Калассине каланă пытармасăр.
Хăйне тыткаламастчĕ паттăрла,
Вут-çулăмра çунман вăл, пулнă харсăр.
Фронтра - саперччĕ. Саперсем - вĕри.
Кун-çулĕнче пĕрре çеç йăнăшаççĕ.
Пурĕпĕрех чул пек хытмасть чĕри,
Ачаш та çирĕп сăвăсем çырнаççĕ.
Çырмаллисем нумайччĕ. Яланах
Кăмăлĕпе ĕмĕтленсе çÿретчĕ.
Ĕмĕрĕнче усал сунман çынна,
Пурăнăçра ыррине çеç кĕтетчĕ.
Мĕн-ма ĕмри кĕске-ши талантсен?
Çĕклемĕ питĕ йывăр çав вĕсен.
4.10.2003
ЮМАХ МĔНЛЕ ПУÇЛАНАТЬ?
Çăлкуçĕ тапса,
Пал-пал палкаса.
Чул айĕн тухать,
Çĕн юрă хывать.
Курăксем хушшипе,
Карăшсем чупнă пек,
Аслă шыв еннелле
Çул тăвать вăл куллен.
Пынă майăн пĕлет,
Питĕ тĕплĕн тимлет
Çил касси чечекпе
Вăййа тухнине,
Хурăнсен ташшипе
Авăс хăй çулçине
Ал çуптарнине.
Тĕлĕнтермĕш çапла
Пуçланать пулмалла?
Сĕм вăрман кашласа,
Асатте пек савса,
Кайăк-кĕшĕксене,
Тискер кайăксене
Хăвăлне,
Шăтăкне
Çурт-йĕр пек пехиллет.
Çĕнтерет тăвăла,
Уй-хире хураллать.
Мăйăрне,
Йĕкелне,
Çырлине,
Кăмпине
Çынсене халаллать.
Унпа туслă пулсан,
Сана манмĕ нихçан.
Тĕлĕнтермĕш çапла
Пуçланатьпулмалла?
Уйĕсем-хирĕсем
Çурсерен сăн илсе,
Тăрисен юррипе,
Вăйари хĕрсем пек
Курăнса тăнă чух
Савăнмасăр май çук.
Тракторсем тăпрана,
Аннесем пек хĕрсе.
Сăн кĕртсен аванах,
Ылтăн пек пĕрчĕсем
Çĕрпеле пĕрлешсе
Ешĕл тĕс туянсан,
Хĕпĕртетĕн чунтан.
Ешĕл тĕс сарăлать,
Сарă хум кустарать.
Ĕçчен çын юрласа
Çĕн тырра пуçтарать.
Малалла вăл пăхать
Йăл кулса.
Тĕлĕнтермĕш çапла
Пуçланать пулмалла?
Уйăхпа çут хĕвел,
Çăлтăрсем пĕр кĕвве
Ĕнерсе юрлама тытăнсан,
Чун-чĕрешĕн аван.
Çĕкленет шурăмпуç,
Тусăм-тус, куçна уç!
Пĕлĕтсем кĕп-кĕрен,
Вăрман çийĕн хитрен
Хĕрлĕ пурçăн пĕркеннĕн
Кулать.
Куккук сасă парать.
Самолет, ав, иртет кĕрлесе,
Космодром ялтăрса та çиçсе
Этеме çăлтăрсем патнелле
Вĕçтерет çиçĕмле.
Тĕлĕнтермĕш çапла
Пуçланать пулмалла?
Çăлкуçсем,
Вăрмансем,
Уйĕсем-хирĕсем,
Уйăхпа çут хĕвел
Ĕнерсе пĕр кĕвве,
Çыхăнса пĕр тĕвве
Йăл та йăл йăлтăраççĕ,
Юмахсем хывтараççĕ.
Юмахсен тупсăмне,
Курăнми илемне
Этемсем ăнкартаççĕ.
Автор: Ефимов Георгий Андреевич (1928-2005)