ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Пирĕн çăлтăр тÿпере : сăвăсем

Содержание:
ТУПМАЛЛИ
АТĂЛПА КАЛАÇНИ

 

 

ТУПМАЛЛИ

Самант

«Юрăпа  чуна  сиплçтĕн...»

«Салам  сана,  тăван  уй-хирĕм...»

«Сар çу пек шăранать çу кунĕ...»

Июль   

«Ирхине   куçна   уçсассăн...»

«Тăван хула çине пĕр  сассăр...»

«Эпир,   хĕвел  тухсассăн,   савăнатпăр...»

«Чĕкеç килсен, çĕре ăшă анать...»

«Пăрахут  тапранчĕ  те — йăл  култăн...»  

«—Эх,  çĕрĕ.  çĕрĕ!..»...

«Июль  варри...»

«Пĕлмешкĕн çук çав тул çутăласса...»

А л ă

«Сарă кĕпе тăхăннă сар хĕр пек»

«Çут  хĕвел тÿпере  кулнă  чух...»

«Чашкн-чашки   сар   мăйăр...»

«Авăтать  куккук  хурăнлăхра...»

«Ем-ешĕлех   тутăрĕпе  çу  кунĕ...»

«Хурама та пĕкĕ, ай, йĕс ункă...»

Çумăр  хыççăнхи  ÿкерчĕк

Çĕре ача пек пăхакан...»

Пăр пĕлĕчĕпе кĕрешекенсем

«Улмуççи чĕнет  улмине татма...»

Малтанхи  юр

Ленин сĕтелĕ çинче

Сăн  ÿкерчĕк

Асату    

Сăпка  юрри

«—Хулленрех  шăл  урайне...»

«Яланах санпала пулăп эп...»

«Çук,  хĕрарăма  пĕрре те...»

«Вĕлле  хурчĕ — ылтăн  хурт...»

«Çĕмĕртсем   çеçке   çурсассăн...»

«Мĕн  калам-ши?  Тав  тăватăп...»

«Каçхи тинĕс,  çÿл тÿпе...»

«Курăк çÿллс.  Перĕнет...»  

«Трактор  шавĕ  чарăнчĕ хирте...»

«Хăрушă,  шелсср   вăрçă  хирĕнче...»

Шурă   Шупашкар      

«Тÿпене  вĕçсе  каймашкăн...»

«Лăван  уй-хирĕм,  сан  ытамунта...»

«Сывлăмпала   хĕвсл   шевли...»

«Сарă  çулçă,  сарă  çулçă...»

«Хаплатать   пăшал...»  

«Кашни  каçах  ман  кантăкран...»

Сергей  Есенина

Сăвă   çурални        .

«Чун савăнать, ĕç  пĕтерсессĕн...»

Çамрăклăхĕ пултарĕ...

«Тумаллине  тусамччĕ  паянах...»

«Инçетрен  пăхсассăн,  тинĕс...»

«Тинĕспе   туслашрăм   ĕмĕре...»

«Тĕлĕнмелле  иккен   Крым  каçĕ...»

«Кун  таврăнать»,  тесе  калаççĕ...»

«Вăл куна — мĕнпе-ши ĕнентерĕп?..»

«Кирек мĕнле пулсан та, эсĕ...»

«Туссемпе вăрах курнăçман  хыççăн...»

«Çирĕклĕхри   шăнкăр   кăна   шывра...»

«Халăх  çине  тухмашкăн  тытăнсан...»

«Ан шавла, вăрманăм, ан шавла...»

Асанне

«Тунсăхласа, чун тăвăнса  çитсессĕн...»

«Уйăхпа та, хĕвелпе те...»

«Пĕлетĕр   пулĕ...»

«Ах, чее те амăшсем...»    

«Сăвă-юрă  хывмасассăн...»

Вăл тавралăха епле  асран кăларăп...»

«Этем  илемĕ —  ăслăлăх!..»

«Уй куçлă  та, вăрман хăлхаллă...»

«Савап»,  тесе  персе  ямашкăн...»

Хĕрлĕ  тĕс

Атăлпа калаçни

 

АТĂЛПА КАЛАÇНИ

Атăл, итле,

Çĕр  калаçать санпа,

Ан  ывăтсам  çилхеллĕ  хумсене.

— Çын  çăвăнтăр сан ăшă шывупа,

Çыранунта тек  хĕрттĕр ÿт-пĕвне.

Тек  сирпĕттĕр кĕсмен   шăрçа-тумлам,

Купăс  сасси  хускаттăр  чĕрене.

Анчах çын куçĕнче эп ан курам

Вĕри   куççуль  тумламăн  юхнине.

Эй, аслă шыв, Халăхăмра  çÿрет

«Шыв пек юн юхрĕ» теекен сăмах.

Ăна манса каясчĕ ĕмĕре,

Телей çинчен  пуплесчĕ ытларах.

«Атăл-атте» тесе чĕнеç пулсан,

Хĕн-хур ан яр ху ачусем çине.

Кун-çул  сунса,

Ырлăхпала тулса,

Эс юх куллен çут пурăнăç патне.

 

Пăшăлтатма пуçларĕ сĕм  Варман,

Ей, Атăл,

Ырă Атăлăм,  шăплан.

— Сан сулхăнна туяççĕ çулçăсем,

Тымарăм  инçетрен  ĕмет  шывна.

Мана тĕтрепеле пиелесе

Çуса  яратăн  сăрă  тусана.

Çавăнпала  ем-ешĕл  эп  ялан,

Сана савса  юрлаççĕ шăпчăксем.

Анчах çÿл тÿперен хура çăхан

Ан  ятăр  вирт.

Ман ĕмĕрхи илем

Упрантăр, Атăл, çынсене валли.

Атом  кăмпи ан тухтăр  нихăçан,

Вăрман кăмпи кăна этем алли

Пуçтартăр кирлĕ чухлĕ, кăмăлтан.

 

Ай, улăхĕ!..

Чечекпеле кăна

Чыслать, мухтавлă Атăлăм, сана!

— Эпир ачаш,  черченкĕ çеçкесем,

Çилпе хуллен ларатпăр вĕлкĕшсе

Пухатпăр сывлăм  шывĕн  шарçине,

Лартатпăр хамăр пуçăмăр тăрне.

Вара  таçтан  йăлтăргатса,   кулса,

Çынна чĕнетпĕр:  «Килĕр,  татăрсам!»

Пуç   кăшăлĕ   тăваççĕ   пикесем.

Чи ыр çынна кĕтее илме тесе

Тăваççĕ çыхă чи хитрисенчен,—

Çын савăнать мана алла илсен.

Чечекпеле, чечеклĕ кĕпепе,

Чечек пекех илемлĕ сăн-питпе

Çынсем çÿреччĕр ĕмĕр тăршшĕпе.

 

Ав, шурăмпуç  хĕрелчĕ   тухăçра.

Мăн   Атăл   тÿсеймест,

Кулса  ярать.

— Сăмахăм  ман  кĕске,— тет  Шурăмпуç,—

Куллушăн тав,

Часрах эс куçна уç.

Инкеклĕ,

Тертлĕ ан пуçлантăр кун,

 Ниçта та ан тумлатăр тумлам юн.

Завод сас патăр улăп сассипе,

Хир  ян!   янратăр  юрă-кĕвĕпе.

 Еçчен этем пуласлăхшăн хĕрсе

 Пуçлатăр çĕн  куна ĕмĕтленсе.

 

Эй, аслă Атăл,

Кĕр! кĕрле,

Шавла!

Ав,  çĕкленет

Хĕвеп

Кула-кула.

— Ман витĕр куçĕм йăлт курать, туссем,

Сĕм каç тарать манран сикки сиксе.

Анчах та сĕмлĕх пур-ха çĕр çинче,

Ăна эп çĕнтереймĕп çав пĕччен.

Çут   куншăн  тăракан   этемсене

Сĕмлĕх хуçи перет тек вут ăшне:

«Хĕвел çинче те пур, тет, пăнчăсем.

Çут кун курмашкăн иртерех сире»,—

Çăвар карса, асав шăпне йĕрсе

Сĕмлĕхпеле  хупласшăн  ихĕрет.

Çутта курсан — кам кĕрĕ тĕттĕме!

Хĕвелшĕн тăракан татса калать:

«Пĕр пăнчăсăр  Хĕвел те пулмалла.

Вăл аслă Ленин!

Ирĕке илме

Пултарăпăр хамăр алпа кăна...

Вăл тунă çĕр çинче çĕн самана».

Ленинпала мана танлаштарни

Пит пысăк чыс.

Тав çĕнĕ çынсене!

Ун ячĕ пит инçе-инçе кайни

Татах та çутатать Хĕвел сăнне.

 

Эй, Атăлăм,

Мухтав юрри юрла,

Çын килчă калаçмашкăн санпала.

— Юхатăн  эс   çĕршывăм  чĕри   витĕр,

Апла ман чĕре витĕр те тухан.

Ăçта кăна шыву юхса ан çиттĕр,—

Эс тăван çĕрĕн юнĕ пек туйнан.

Эпир  санпа  çак аслă  Çĕр  çинче

Кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшатпăр.

Çынна çын тус, тăван  пек пуличчен

Çĕршывăмшăн   кăкăрпала   тăратпăр.

Ахаль-и-ха  эпир  çак  Çĕр  çине

Сан лăпкă та таса шывупала

Çутса тăратпăр ĕнтĕ кулленех

Миллион   ватлă   хĕвелсем. 

 

Автор: Ефимов Георгий Андреевич (1928-2005)
 

Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru