ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Сказки

Содержание:
ТИМĔРПЕ ЫЛТĂН
КУÇЛĂ ÇĔРĔ
ПĂРÇА
АКĂШПИ

 

 

ТИМĔРПЕ ЫЛТĂН

Тахçан, ĕлĕк-авалах

Сĕве кĕнĕ Атăла.

Сар хĕвел те тÿпере

Ашăтса тăнă çĕре.

Хĕвел аннă. Уйăх тухнă,—

Хăй тавра çăлтăрсем пухнă.

Пурнăç пынă ерипен

Çутçанталăк йĕркипе.

 

Халĕ эпĕ астумастăп,

Пат татсах та калаймастăп:

Хăш кунне, хăш эрнере,

Шăрăхра е сивĕре —

Тимĕрпе йăлтăркка ылттăн

Калаçма пуçланă хыттăн.

Калаçаççĕ, калаçаççĕ,

Кайран тавлашсах каяççĕ.

Пылчăкпа тусан кăна

Хупласа тăрать сăнка.

Кама кирлĕ эс, кала,

Санпала мĕн тумалла?—

Ылттăн тимĕртен кулатъ,

Хĕвелпе хăй йăлтăрать.

Сăнăм пултăр-и хура,

Эп санпа танах вара.

Тĕрĕсне калас пулсан,

Эпĕ çирĕпрех санран.

— Çирĕпрех?.. Тата мĕн калăн?

Тен, эс вăюпа мухтанăн?—

Ылттăн йĕкĕлтет ăна,

Хăй çунса тăрать кăна.

—Мухтанассăм çук пĕрре те,

Хамăн тивĕçе пелетĕп...

Тен, каятчĕç тытăçсах.

Анчах çавă самантра

Ларнă, тет, пит çывăхра

Пĕр хастар хресчен канса.

Вăл илтет те.шăв-шава

Çывăха пырса тăрать.

Татса пар тавлашăва!—

Ылттăнĕ çынран ыйтать.

Çăмăл мар та, çав-çавах

Татăп çак тавлашăва.

Иксĕр утăр ман хыçран,

йăлтах тăвăр эп хушсан.

 

Ак хресчен киле каять:

Ылттăнран та, тимĕртен те

Кĕреçе туса хурать.

—Килĕшсен-килĕшмесен те,

Тавĕ татăлтăр тесен,

Иртме çук эп хушшинчен

Эп паратăп ик йăран,

Чавăр вĕсене паян.

Ак пуçлаççĕ ĕçлеме,

Çереме хĕрсех хирме.

Тимĕр кĕресе чавать,

Чавнă майăн йăл кулать.

Сăнĕ унăн çуталать,

Ĕçĕ те ăнса пырать.

Ылттăнкĕреçи чунтан

Ахлатать те эхлетет.

Авăнать унтан-кунтан,

Çереме аран илет.

Пичĕ тăрăх тар юхать,

Тар çине тусан ларать.

Ĕç каймасть-çке, иçмасса,

Йăлт пĕтет асапланса.

 

Анчах тимĕр кĕреçе

Тĕпле тунă çак ĕçе.

 

Каç ение хресчен килет,

Кĕреçесене илет.

Нихăшне те мухтамасть,

Нихăшне те хурламасть.

Тепĕр кун вара хресчен,

Шурăмпуç çути килсен,

Çарана тухса утать.

Ылттăнран та, тимĕртен те

Вăл çава туса хуратъ.

—Килĕшсен-килĕшмесен те

Хушнине тăвас пулать.

Сирĕн утă çулмалла.

 

Хайхисем çулма пуçлаççĕ,

Пур вăйран сулса яраççĕ.

 — Чăввăшт,— тет тимĕр çава,

Еç ăннишĕн вăл хавас.

Ун паккусĕ сарлака!

Çÿлĕ ÿснĕ курăка

Хырнă пек çулса пырать,

Çивĕччĕш йăл-йăлтăрать.

Еç ăнмасть ылттăн çаван,

Вăл сывлать аран-аран.

Çивеччĕш касмасть, аптрать,

Курăкпа тек чалханать.

Ывăнать те, тарăхса

Вăл выртать ярт тăсăлса.

Вара тимĕр çавана

Пĕр-пĕччен, яра-куна,

Çулма лекнĕ çарана.

Каç пулсан хресчен килет

Икĕ çавана илет.

Нихăшне те мухтамасть,

Нихăшне те хурламасть.

Хăйсем туйччăр хăйсенне,

Вара татĕç тин тавне.

Тепĕр кун каллех хресчен,

Хĕвелтухăç хĕрелсен,

Хирелле тухса утать.

Ылттăнран та,

тимĕртен те

Вăл çурла туса хурать,

 — Килĕшсен-килĕшмесен те

Хушнине тăвас пулать.

Сирĕн тырă вырмалла.

Тытăнаççĕ кĕç вырма,

Вăхăт çуккă калаçма.

Тăрăшать тимĕр çурла,

Кăчăрт-кăчăрт! тет, юрлать.

Кĕлтисем хăвăрт тулаççĕ,

Тĕм пулса хыçра юлаççĕ.

Ылттăн çурли çеç хыçра

Ним тума та аптăрать.

Шăлĕсем ун мăкалаççĕ,

Авăнаççĕ, хуçăлаççĕ.

Ним тума та çук пуль çав:

Хресчене кÿренчĕ ылттăн,

Пулчĕ çаврака укçа,

Çулпала кустарчĕ хыттăн.

Вăл çитет улпут патне,

Савăнсах илет улпучĕ.

Хăй ятлать тек хресчене:

— Ылттăн пулмĕ сан, çĕр хурчĕ,

Тăрăшать, ĕçлет хресчен,

Пилĕкне авать куллен.

Телей çук çавах ăна,

Хурлăхпа нуша кăна.

 

Тарăхса каять хресчен,

Ак хайхи леш тимĕртен

Çав улпут пуçне çурма

Вăл тăвать хаяр чукмар.

 

Вăхăчĕ нумай иртет-и,

Çу килет-и, хĕл çитет-и,

Ăна эпĕ сăнаман,

Тимĕртен тунă чукмар

Аркатать çеç чăл та пар

Леш усал улпут пуçне,

Хăвармасть ятне-шывне.

 

Çав кунран вара хресчен

Лашт! ярать, тет, сывласа.

Пурлăхĕ ÿсет куллен,

Пурнăçĕ пырать ăнса.

Тимĕрпеле ылттăн та

Халь пит туслă, тупата.

 

Халăхран мĕн илтнине

Çырса хутăм хут çине.

Тусăмсем илтмен пулсан,

Вулĕç ĕçрен пушансан.

 

 

ПĂРÇА

       (Ю м а х)

Юптарса-мĕн тăрар мар,

 Юмаха тÿрех пуçлар.

Аслă ялăн хĕрринче,

Турикасăн вĕçĕнче,

Шăтăк-шатăк пĕр çуртра

Пурăннă пулать вара

Пĕр шăв-шавсăр, лăпкăн,

Карчăккипеле старикĕ.

Шăл айне кăштах хума,

Хырăма улталама

Çу çитсессĕн çырлана,

Кĕр çитсессĕн кăмпана,

Кайнă, теççĕ вăрмана.

Çавăн пек майлаштарса

Пынă тек сыпăнтарса.

Хĕл ларсан вара вĕсем

Кăмака çине хăпарнă.

Ашăпа реххетленсе

Ват шăмма тек хĕртсĕ ларнă.

Вĕсем илнĕ ывăçа

Чăмламашкăн хыт пăрçа.

Пĕр пăрçи çавăн чухне

Укнё, тет, тĕпсакайне.

Карчăкки те, старикки те

Тăрăшса шыранă питĕ:

Тупăнман çавах пăрçа,

Иккĕш те вăрçа-вăрçах

Каялла вĕсем хăпарнă,

Лăплансан, чĕнмесĕр ларнă.

Вара иккĕш те ăшра,

Текех йăлăннă турра:

«Виличчен кăштах кăна

Кăтартсам ырă куна».

Акă çитнĕ çуркунне...

Кив урайăн хăмине

Хăпартать темскер тĕртсе.

Вĕсем пăхнă тĕлĕнсе.

Ку пăрçа  калчаланса,

Çуркунне шăтса тухсан,

Урай витĕр, мачча витĕр.

Улăм витнĕ пÿрт çи витĕр

Ÿссе кайнă çÿлелле

Ашкăрса, тĕлĕнмелле.

 

Çитнĕ çу. Старикпе карчăк

Килĕнче мĕнле-ха ларччăр?!

Хĕрлĕ-хĕрлĕ çырлине

Хурсанах чĕлхе çине

Ирĕлсе хăех каять,

Çăттармасăр çăттарать.

Кĕр çитсен, пăрçа çинчен

Асилеççĕ ват çынсем. —

Татса ан пĕреххутчен,—

Тет хай карчăк тилмĕрсе.—

Михĕ ил те, яра пар,

Хăрамашкăн кирлĕ мар.

Миххе пилĕк тавралла

Старик хытă явалать.

Пÿрт тăрне вăл улăхать.

Çирĕп тунаран тытать,

Хăпарма вара пуçлать.

Хăпарать те хăпарать,

Пăрçа çук çавах умра.

«Аçта кайнă вăл ÿссе?—

Шухăшлать старик хĕрсех,—

Ырлăха-и, хурлăха-и

Е ман пурнăç ăнса кайĕ?..»

Çичĕ пĕлĕт тÿпине

Çитнĕ вăл ерипенех.

Ак вăл пĕлĕте сирсе,

Хăраса та шикленсе,

Малалла пăха пуçлать,

Вара акă мĕн курать:

Ун пăрçи çара ларать,

Пĕр хутаç çук тунара.

Хăварасчĕ хăтъ ятне

Тутанса пăхма пĕрне.

Тинкерет вăл  малалла,

 

Ун йăлтах-çке курмалла.

Акă пĕр шап-шур сухаллă

 (Сăнĕнчен вăл питĕ паллă)

Çын пăрçа çапать иккен,

Çапнă май юрлать хуллен.

Чăтаймасть старик:— Эй, турă»,

Ман пăрçапала мĕн турăн?

Хĕл каçаттăм эп унпа

Хамăн савнă карчăкпа,

Çаврăнса пăхать сухал:

Куçăм умĕнчен тасал!
Эпĕ хам çумăр çутарнă,
Сахал мар-çке тар юхтарнă.
Хĕвеле хĕрÿ хĕрттернĕ,
Çак пăрçасене ÿстернĕ.

Шеллесем ху ывăлна,—
Йăлăнать старик ăна.—
Эп сана ахаль туман,
Сан умна çурта та лартнă,
Хăш чух, пуççапма тăрсан,
Саншăн çамкана та ватнă.
Шеллесем...

Татах-и эсĕ?—

Турă  кăшкăрать çиллессĕй,

Тăпачпа ярать сулса.

Аран çеç ак пăрăнса

Юлма ĕлкĕрет старик,

Кăшкăрса ярать шари.

Пăрçа хăмăль татăлать,

Старик çĕрелле чăмать.

Пулнă пуль старик телейĕ,

Укнĕ чух, эсир мĕн тейĕр,

Вăл çакланнă туратран,

Пĕр çĕртен те аманман.

 

Тăрса юлнă чĕп-чĕрех,

 Киле çитнĕ чиперех.

— Карчăк,- тенĕ вăл çитсен, -

 Тасалар турăшсенчен.

Хăйсем чĕмсĕррĕн лараççĕ,

 Пирĕнне хыпса çăтаççĕ.

Çав кунтан чиркÿ енне

Вăл кайман, тет, ĕмĕрне.

 

Автор: Ефимов Георгий Андреевич (1928-2005)
 

Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru