ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Мĕншĕн Саруй?

     Эпĕ çуралса ÿснĕ Малти Ăнтавăшра пирĕн кил-çурт ял хĕрринче ларатчĕ. Уй хапхинчен тухсанах çатма çинчи пек тикĕс, сарлака хир. Унтах, утă уйăхĕн варринче вара кашни çулах сарă тулăпа сарă ырашăн ылтăн пучахĕсем куçа илĕртсе тăратчĕç. Эпĕ астăвасса кунта вир акса ÿстерни те пулкалатчĕ.
    Мĕн ачаран пуçласа вăрçа тухса каичченех эпĕ пĕт-пĕлтĕк путене сассине, тăр-тăри юррине, ыраш пуссинче утмăлтурат чечеке пухнă чухне итлеме юратнă. Уй пуçламăшĕнчи Авăнхыç пуçĕ ятлă пĕчĕк катана шăпчăк вĕçсе килсен, унăн янра юррипе шурăмпуçчен савăнса ларнă.
     Çав тери илĕртÿллĕ вырăн сарă уй манăн пĕрремĕш сăввăмсенче те сăнланатчĕ. Тепĕр тесен, сарă тĕс чăваш халăхĕн чи юратнă тĕс шутланать. Акă чăвашсем тăтăшах "сар чечек", "сар хĕвел", "сар кайăк", тата "сарă хĕр" теççĕ.
    Пирĕн асаттесемпе асаннесем, вĕсен ашшĕсемпе амăшĕсем Ăнтавăшпа ыталанса выртакан вырăна та "сарă уй" тенĕ. Халĕ ун пек калакансем ялта çуккă та. Манăçа хăварнă. Çав уй урлă-пирлĕ çулсемпе пуян.
    Çав асăннă уя чысласа, иртнĕ кунсемпе çулсене хисеплесе эпĕ - Веналий Васильевич Савельев-Саруй.

 

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (23.10.2014)
Просмотров: 890 | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru