Ман килес!
Кам пĕлмест: "Ăнтавăшсем", - тесен,
Пысăк ял вăл. Ман тăван кĕтес.
Хапхана яри уçса кĕрсен,
Яланах калатăп: - Ман килес!
Кĕç пыратăн Аслă урампа,
Çакăнта ачалăх - ман кĕтес.
Тĕл пулатăп тантăш - тусăмпа.
Ал тытса калатăп: - Ман килес!
Уйсене шăналăкпа витет
Хĕл çитсен, шур тумлă ман кĕтес.
Алăка уçса атте кĕтет,
Пуç тайса кĕретĕп: - Ман килес!
Кайăк хур карти çÿлте вĕçет,
Илĕртет ăна тăван кĕтес.
Кăмака хутса анне кĕтет,
Йăл! Кулса кĕретĕп: - Ман килес!
Шăпчăк шăратсан хăй юррине,
Чечек тутăр çыхнă ман кĕтес.
Аллăма хурса чĕре çине,
Савăнса калатăп: - Ман килес!
Ав юман ращи хывать тумне,
Çак самант та ман тăван кĕтес.
Эп çитсе тăратăп ял умне,
Кăмăлпа калатăп: - Ман килес!
Тăван ял çинче ман кĕнеке,
Асра юлтăр ĕмĕр çак кĕтес.
Тулли пултăр унăн кĕреке,
Чун уçса калатăп: - Ман килес!
Авторĕ В.В. Савельев- Саруй. 1961 çул.
Мухтав Россия халăхне
Вуниккĕмĕш апрель. Мускав пĕлтерчĕ:
Карап çине лартса хăй ывăлне
Паян Совет çынни çÿле вĕçтерчĕ.
Мухтав! Мухтав Россия халăхне!
Çут çăлтăрсем патне этем çĕкленчĕ,
Кăтартрĕ халăх хăйĕн хăватне.
Çунатлă ĕмĕт! Ĕмĕт пурнăçланчĕ,
Этем туянчĕ космос çунатне.
Паян Совет Союзĕн гражданинĕ,
Тĕнче тавра вĕçсе кăтартрĕ-çке.
Телейлĕ, ăнăçлă киле вăл килнĕ,
Мухтав! Мухтав Россия ывăлне!
Планетăсем çине вĕçме пуçларĕç,
Пĕрин хыççăн тепри - эмблемăсем.
Кĕç паттăрсем кайса килме те пуçлĕç,
Эпир шанатпăр. Çывăх çав кунсем.
Пĕрремĕш космонавт Гагарин уçрĕ,
Тĕнче уçлăхĕнче вĕçме, çула.
Ăна Совет çынни çÿле хăпартрĕ,
Россия халăхне мухтав! Мухтав!
Авторĕ В.В. Савельев- Саруй. Апрель, 1961 çул.
Куплетсем
1.
Ытарайми чăваш çĕршывĕ,
Санран хакли чăнах пур-ши?
Юхать манаçлă Атăл шывĕ,
Çыранĕнче - хăва шăрши.
2.
Пĕр тапхăр çумăрĕ çусассăн,
Йăл кулă çуталсан питре,
Текех сывлатăп эпĕ ассăн,
Çуралнă ен татах хитре.
3.
Хуркайăксем вĕçсе килсессĕн,
Кăнтăр енчен кикаклатса,
Тăван тавралăх та çĕнелнĕн,
Тумне тăхнать пек васкаса.
4.
Ирхи шуçăм çути сарăлсан,
Садри шăпчăк сасси лăплансан,
Вăй илет çут хĕвелĕн тĕрри,
Янăрать мирлĕ пурнăç юрри.
5.
Ăнтавăша пырса кĕрсессĕн,
Эп çĕнĕрен çуралнă пек.
- Сывах-и, ентешсем? - тесессĕн,
Вĕсем таçта çухалнă пек.
Авторĕ В.В. Савельев-Саруй
Сăмах
Тавах Сире, вĕрентекенĕм,
Ăвăспÿртри шкула тавах.
Эп виçĕ çул кунта çÿрерĕм,
Каласшăн ăшă, ыр сăмах.
Сăмах вăйне тупма хал патăн,
Тăван чĕлхе вăйне туйма.
Пĕлÿ çулне мана кăтартрăн,
Вĕрентрĕн ăстăнпа пуйма.
Ман вĕренес килет - укçаллă.
Саккун! Итле мен шушнине.
Шкул кассине хурсан çĕр аллă,
Тин лартĕç парта шушшине.
Çук тупаймарăм укçине эп,
Çĕр аллă мар, вун тенкĕ те.
Лăпланĕ тăвăл - ĕненетĕп,
Ăшра шутлатăп темĕн те.
Пир сумка çакнă та çÿреççĕ
Тăван шкула ял ачисем.
Суха тума мана чĕнеççĕ
Колхозăн анлă анисем.
Авторĕ В.В. Савельев-Саруй
Юрă
(Асаттесен кĕвви майлă)
Лайăх машин илсе ярсан,
Тÿрĕ, яка çула тухсан,
Ăна тăп—тăп тытса пырсан,
Кустăрмисем тикĕс куссан,
Мотор хитре ĕçлет пулсан,
Эх! Чунăм савăнать!
Начар машин илсе ярсан,
Кукăр-макăр çула тухсан,
Аран-аран тытса пырсан,
Кустăрмисем уксах пулсан,
Мотор япăх ĕçлет пулсан,
Ах! Чунăм хурланать!
Хитре арăм илсе ярсан,
Унпа пĕрле çула тухсан,
Шăкăлтатса ларса пырсан,
Çÿхе тути йăл-йăл кулсан,
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхи пулсан,
Эх! Чунăм савăнать!
Начар арăм илсе ярсан,
Унпа пĕрле çула тухсан,
Мăкăртатса ларса пырсан,
Тутисене пăрса кулсан,
Урлă-пирлĕ сăмах пулсан,
Ах! Чунăм хурланать! |