ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Асăну хăми вырнаҫтарнӑ

     Малти Ăнтавăш ялĕнчө ятарлӑ ҫар операцийĕнче пуç хунӑ өнтөшĕмĕр Андрей Филиппов ячĕпе асӑну хӑми уçнă. Ăна Тăван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑçрин паттӑрĕсөнө асӑнса лартнă палӑк çинө вырнаҫтарнă.
     Андрейӑн пурнӑҫе иртнĕ çулхи авăн уйӑхёнче СВОра çĕршыв интересĕсене хӳтеленĕ чухне татӑлнă. Çар задачисене тӳрĕ камӑлпа пурнӑçласа пынӑшăн ăна чылай çар награди парса чысланă пулнă.
     Асӑну хӑмине уҫма паттӑр салтакăн амӑшĕ, тӑванĕсем тата ял-йыш пуçтарӑннă. Сăмах тухса каланӑ хыҫҫӑн вĕсем палăк умне чечексем хунă.
     Палӑртса хӑварар, асӑну хăмине туса хатĕрлеме тата вырнаҫтарма пирĕн ентеш Сергей Димитриев пулӑшнипе май килчĕ. Сергей Васильевич Канаш тăрӑхĕнчи депутатсен пухӑвĕн депутачĕ. Ял-йыш ҫак пархатарлӑ ёҫшĕн ӑна тав тӑвать.

Вячеслав ПЕТРОВ

ЭРНЕКУН. 2025 çулхи ака уйăхĕн (апрелĕн) 11-мĕшĕ. 13 (2665) N:

 

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (12.04.2025)
Просмотров: 110 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru