Икĕ çĕнĕ çурт хăта кайрĕ
Районăн обществăпа политика хаçачĕ.
Канаш Ен, эрнекун, 2018 çулхи юпа уйăхĕн (октябрĕн) 19-мĕшĕ. 78 (2236) N:
Пахалăхлă медицина пулăшĕвĕ ял çиннишĕн те, хула çиннишĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлни пушшех те ырра шанма хавхалантарать. Кăçал республикăри 16 районта 25 ФАП хута каймалла, çав шутран иккĕшĕ - пирĕн районта. 2013 çултанпа Канаш енре 18 çĕнĕ сиплев учрежденийĕ уçăлнă.
Октябрĕн 17 -мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕн программипе килĕшÿллĕн харăсах икĕ çĕрте - Катекпе Малти Ăнтавăш ялĕсенче халăхпа йĕркеленĕ тĕлпулусем урамра иртрĕç. Сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ учрежденийĕ уçăлнине халалланă савăнăçлă мероприятие халăх икĕ ялĕнче те йышлăн пуçтарăннă.
Катексене, малтиăнтавăшсене уяв ячĕпе, çĕнĕ çурт хута кайни уявах ĕнтĕ. Чăваш Республикин Министăрсен кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, ЧР Сывлăх сыхлав министерствин пай пуçлăхĕ Алексей Иванов, район тĕп врачĕ Сергей Шерне тата ыттисем те саламларĕç.
- Юлашки пилĕк çулта Чăваш енре 179 ФАП хута янă, кунашкал çĕнĕлĕхсем малашне те пулĕç. Çĕнĕ медпункт сирĕншĕн чир-чĕртен сыхланмалли, пĕр-пĕринпе курса калаçмалли вырăн пултăр. Сывлăхпа, телейпе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнăр, - терĕ Сергей Геннадьевич.
Çĕнĕ йышши медпунктсем, чăнах та, яла çĕнĕ сăн-сăпат кĕртсе çутатса янăн туйăнаççĕ. Вĕсем пурте пĕр пек илемлĕ. Çурта кĕрсен те хăтлă, çутă, ăшă, çĕнĕ йышши сĕтел-пукан, медицина оборудованийĕ. Сусăр çынсене кĕрсе тухма та майсем туса панă.
Катек ялĕнчи ФАП 819 çынна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕ, çак йышран 111-шĕ 14 çула çитмен ачасем. Раиса Андриянова фельдшер ял çыннисемшĕн тухтăр вырăннех. Тараватлăскер эмелпе сипленисĕр пуçне пурин валли те ăшă сăмах тупать. Эрнст Ильин терапевт врачпа Эльвира Трофимова педиатр врач та хăйсене çирĕплетнĕ участока час-часах килеççĕ. Малти Ăнтавăшра Елена Ильинична аслă категориллĕ фельдшер нумай çул тăрăшать. Вăл пăхса тăракан халăх йышĕ - 200 çын.
Катекри ветерансен канашĕн председателĕ Валентина Степанова, Малти Ăнтавăш ялĕн пуçаруллă çынни Геннадий Михайлов хăйсен ялĕсенче хăтлă, çутă сиплев çурчĕ пуласса тахçантанпах ĕмĕтленсе пурăннине, вĕсем патне те пысăк уяв çитнине палăртса ял халăхĕ ячĕпе Чăваш Ен Правительствине, Сывлăх сыхлав министерствине, район ертÿлĕхне тав турĕç. Вырăнти фольклор, илемлĕ пултарухăх коллективĕсем савăнăçлă концерт лартрĕç.
Тухса калаçакансем çынсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнсе каларĕç, республикăра, районта хута каймалли объектсем çинчен каларĕç, информкунăн темисем çинче чарăнса тăчĕç.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов район пуçлăхĕпе Владимир Степановпа пĕрле Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн уй-хирсене çитсе курчĕ. Кунта инвестор йывăçсене кăкласа çерем çĕр уçассипе ĕçлет.
Ирина Андреева
Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.
|