ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Ксенофонтов Михаил Ксенофонтович


     
      Вăл 1923 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Малти Ăнтавăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Тавçăруллă, нумай пĕлме тăрăшакан ача пулнă, çине тăрса вĕреннĕ. Пуçламăш шкул хыççăн Михаил Паваркассинчи туллии мар вăтам шкулта вĕреннĕ. Вăтакас Кипечре вăтам шкул пĕтерни çинчен аттестат илнĕ. Унтан Туçи Çармăс ялĕнчи (Вăрнар районĕ) пуçламăш шкулта учительте ĕçлеме тытăннă. 1942 çулхи августра ăна çара илнĕ. Владимир хулинчен Гороховец хулине янă, унта çамрăк салтаксен курсĕнче вĕреннĕ. Курс пĕтернĕ хыççăн нумайрах вĕреннĕ салтаксене Горький хулине янă. Унта вĕсем Томскри çар артиллерии училищинче вĕренĕве малалла тăсма хатĕрленÿ курсĕнче пулнă.
      1943 çулхи июньте çамрăк офицерсем Саратов облаçĕнчи Пугачевск хулине çитнĕ, унта Тĕп командовани резервĕн 367-мĕш артиллерии полкĕ йĕркеленнĕ.
      Взвод командирĕ Михаил Ксенофонтов Орёлпа Курск пĕккинче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ. Житориршăн. Киевшăн пынă, Днепр юхан шывĕ урлă каçнă чухнехи юнлă çапăçусем халĕ те ун куç умĕнче. Киева ирĕке кăларнă хыççăнхи эпизод ветеран асне уйрăмах кĕрсе юлнă. Разведка çĕрле нимĕçсем Киевран 20 çухрăм хĕвеланăçнерех вырнаçнă чукун çул узелне ярса илни çинчен пĕлтернĕ. Унтах нимĕçсем çирĕме яхăн эшелонĕ пырса çитнĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ ытла- пехота полкĕсемпе, пĕри- танксемпе, ытти эшелонсем –çар хатĕрĕсемпе. Пирĕн ентеш çапăçнă батарейăн çак чукун çул узелне çапса аркатмалла пулнă. Пирĕн батареăсене пурне те фронт линийĕн малти ретне илсе тухнă. Батарейăн икĕ енĕпе «Катюша» ракетăллă установкăсем вырнаçса тухнă. Хатĕр тăни çинчен пĕлтернĕ хыççăн батарея командирĕ «Огонь» тесе команда панă. Залп хыççăн залп кĕрлесе кайнă. Тĕтĕмпе хăрăм çулĕсем хăварса, артиллеристсен пуçĕсем çийĕн «Катюшăсем» кăларса янă снарядсем вĕçе-вĕçе иртнĕ. Кĕске хушăра 100 снаряд ытла кăларса янă. Пĕтĕмпех шăлса ывăтнă- станцире нимĕн те юлман. «Катюшăсем» термитлă снарячĕсенчен нимĕçсем брони шăраннă.
      Çапăçусем хыççăн нумай салтакпа офицер кăкăрĕсене орденсемпе медальсем илем кÿнĕ. Ксенофонтов лейтенанта вара Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
      Днепр шывĕ урлă каçнă вăхăтра 1944 çулта Михаил Ксенофонтов йывăр аманнă. Врачсем унăн урине татасшăн пулнă, анчах артиллерист килĕшмен. Канашласа пăхнă хыççăн офицера сиплесе пăхма йышăннă. Госпитальте унăн чылай вăхăт хушши выртма тивнĕ. Октябрьте кăна вăл сывалса çитнĕ, ăна иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулнине çирĕплетекен хут панă, Михаил Ксенофонтов килне таврăннă.
Килĕнче нумай канма тивмен унăн. Йывăр вăхăт пулнă. Пĕррехинче вăл районти çутĕç пайне учитель пулнăскере, халĕ инвалид- фронтовика, ĕç тупса памĕç-ши тесе ыйтма кĕнĕ. Унта ăна ăшшăн кĕтсе илнĕ, ĕç тупса панă. Çамрăк офицер Паваркассинчи туллии мар вăтам шкулăн военрукĕ пулса тăнă. Кунпа пĕр вăхăтрах Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ, унтан вăл экстерно вĕренсе тухнă.
Педучилище хыççăн Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕнĕ, унтан 1950 çулта ăнăçлă вĕренсе тухнă.
      Дипломлă педагога Чурачăк районĕнчи Ямаш ялне янă, унта вăл географии тата истори вĕрентнĕ. Çавăнтах хăйĕн пулас мăшăрне тупнă. Арăмĕпе Федосия Софроновнăпа Ксенофонтовсем виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ Олег Чулхулари милицин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă, шалти ĕçсен органĕнче ĕçлет. Халĕ вăл милиции подполковникĕ. Вăтам хĕрĕ Люба Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, Шупашкарта ĕçлет. Кĕçĕн хĕрĕ Надежда та унтах врач пулса ĕçлет. Вăл Хусанти медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă.
      Каярахпа Михаил Ксенофонтович тăван ялне таврăннă. Улт кĕтеслĕ çурт лартнă, çурт валли йывăç материала Мари Республикинчен турттарса килнĕ, кашни йывăçне хăй суйласа илнĕ.
      Нумай пулмасть манăн Ксенофонтовсен килĕнче пулма тÿр килчĕ. Кĕтесре курăнакан вырăнта гитара тата балалайка, çавăнтах, хыçсăр диван çинче, купăс тăрать. Çак мĕн пур музыка инструменчĕсемпе кил хуçи хăй калать. Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи юрăсем килĕшеççĕ ăна, вăрçă тата ĕç ветеранĕн килĕнче вĕсем час-часах янăраççĕ.


Материал взят из газеты "КАНАШ" №11 (10384) Суббота 1999 года 30 января.

Статья на русском языке: Враг дальше не прошёл 

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (30.11.2012)
Просмотров: 942 | Рейтинг: 4.2/5
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru