ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Паттăра асра тытса

     Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Высоковка ялĕнче çуралса ÿснĕ, паттăрлăхĕпе Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕç пулнă Анатолий Александрович Иванов çуралнăранпа 96 çул çитнĕ.
     Паттăр ентеше асра тытса Чулкăмака ялĕн вулавăшĕнче асăну кунĕ ирттерчĕç. Унта Вăтакас Кипеч шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Вулавăш ертÿçи Н. Павлова "Хăюллă та пултаруллă командир" электронлă презентаципе паллаштарчĕ. Кайри Ăнтавăш библиотекин заведующийĕ Светлана Димитриева Анатолий Александровичăн биографине каласа пачĕ, вăрçăри тата мирлĕ пурнăçри çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ачасене паттăр ентешĕ çинчен пĕлме кĕнекесенчен йĕркеленĕ "Пирĕн герой" куравпа паллашни пулĕшрĕ. Ачасене вулавăша илсе килнĕ Л. Спиридонова вĕрентекен интереслĕ мероприятишĕн тав турĕ.
     А. А. Иванова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăхшăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, "Ылнăн Çăлтăр" медальпе, Ленин, Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, Александр Невский, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă.

Авторĕсем: Димитриева Светлана Васильевна, Павлова Надежда.
Канаш ен, эрнекун, 2016 çулхи ака уйăхĕн (апрелĕн) 1-мĕшĕ. № 23 (1989)

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (01.04.2016)
Просмотров: 955 | Теги: Высоковка, Анатолий Александрович Иванов, Совет Союзĕн Геройĕ | Рейтинг: 5.0/5
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru