«Паян ăнмасан – ыран ăнать. Пурнăç çулĕпе утнă май хирĕç çил вĕрсессĕн çухалса кăна каймалла мар», - тесе çирĕплетет 1995 çулта тивĕçлĕ канăва кайса «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ вăрçă ачи Зоя Фадеевна Петрова (Русанова).
- Аттепе анне пехилне чунра тытса, хавхаланса пурнăçăма ирттеретĕп. Ачамсемпе мăнукăмсене те вĕсен пехилĕпе шăпа пÿрнине йышăнса, пĕр ÿпкелемесĕр пурăнма ăс паратăп.
Аттеçĕм – Фадей Платонович (1900 – 1973) – Малти Ăнтавăшра Сăпас уявĕсен тапхăрĕнче ĕçлĕ çынсен (служащи) çемйинче çуралнă. Ăна Çĕрпÿ уесĕнчи Сала ялĕнче вырнаçнă Çветтуй Троица чиркĕвĕнче Рудольский священникпа Земляницкий псаломщик шыва кĕртнĕ. 1923 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче, 1903 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Пăртас салинче çут тĕнчене килнĕ Василиса Павловна Павловапа çемье çавăрнă.
1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçă пуçланиччен Ăнтавăш ялĕсенчи пуçламăш шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. 1942 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Тăван çĕршыва сыхлама тухса каять те Волхов фрончĕн 2-мĕш Çарĕн уйрăм стрелковăй бригадинче танксемпе кĕрешмелли хĕç-пăшал стрелокĕ пулса тăшмана аркатать. Çар званийĕ – сержант.
1942 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Мга станцине нимĕçсенчен ирĕке кăларнă çапăçура мина ванчăкĕпе сулахай урине йывăр суранлатать.
Вăрçă инвалидне 1943 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче çар тивĕçлĕхĕнчен хăтараççĕ. Вăл нумай çар наградисене тивĕçнĕ.
Анне пĕтĕм пурнăçне ялхуçалăх ĕçĕсемпе çыхăнтарнă. Ĕç ветеранĕ. 1965 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче тивĕçлĕ канăва кайнă, - каласа парать Зоя Фадеевна.
Хăй вăл 1940 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. 1947-1954 çулсенче Малти Ăнтавăшри пуçламăш тата çичĕ çул вĕренмелли шкулсенче пĕлÿ илнĕ.
1957 çулта Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнчен пĕлÿ илсе тухнă та Çĕрпÿ хулинчи 5-мĕш професси паракан училищĕне арçын çиелти тумне ĕçе кĕртекен çĕвĕçе вĕренме кĕнĕ. 1960 çулта диплом илнĕ хыççăн пĕр çул Йĕпреçри çĕвĕ мастерскойĕнче вăй хунă.
1961 çулта Канашри пĕрремĕш çĕвĕ фабрикине вырнаçса 1971 çулччен арçынсем валли тумтир çĕленĕ.
- Ялта çуралса ÿснĕ хĕрупраç алă ĕçне хăнăхса ÿсет. Анне мана мĕн ачаран çĕлеме, çыхма, апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрентнĕ. Питĕ çав ĕçсене пурнăçлама юрататăп.
1967 çулта Турă пÿрни хамăр ялтах тĕлпулăнчĕ. Ял каччипе Александр Петровпа телей тупрăм. Çемье çавăртăмăр.
1971 çулта тăван тăрăха таврăнса Малти Ăнтавăшри тулли мар вăтам шкулта тирпей-илем кĕртекенре вăй хума тытăнтăм. Çав çулах аслă повар ĕçне пуçăнтăм та 1992 çулччен шкул ачисене тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерсе сăйларăм.
Пурнăç уйрăмах вăрçă вĕçленнĕ хыççăнхи çулсенче йывăрччĕ. Ялхуçалăх ĕçĕсенче ялта вăйпитти арçынсем çитместчĕç. Нумайăшĕ вăрçăран таврăнман. Ача-пăча, çул çитмен çамрăксем, ватăсем, хĕрарăмсем çинче тытăнса тăнă колхоз. Ĕçсене алă вĕççĕн пурнăçлама тивнĕ: çулнă, акнă, тыррине акнă. Тухăçне те çурлапа, çавапа çулса пуçтарса илсе алă вĕççĕн çапнă, - аса илет вăрçă ачи.
Зоя Фадеевна çуллахи кану вăхăчĕсенче совхозри тĕрлĕ ĕçсенче тăрмăшать, ĕçпе кану лагерĕсенче ача-пăчана тутлă та сиплĕ апат пĕçерсе çитерет. Ял халăхĕнчен юлмасăр пур ĕçсене хутшăнать. Уйрăмах вăл утă çулнă вăхăтсене асăнса кăмăллăн каласа парать. Утă çийĕ ял çыннисемшĕн чăн ĕç уявĕ пулнă.
Ватăсем ĕçне кура хисепĕ тесе ахальтен каламан. З.Ф. Петрова (Русанова) «Ĕç ветеранĕ» ята çĕнсе илет. Хисеппе Тав хучĕсене, парнесене тивĕçет.
Петровсем хĕрпе ывăл çуратса тивĕçлĕн пăхса ÿстереççĕ. Вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Çумри мăшăрĕ юнашар çукки те 14 çул çитрĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра ывăлĕн, хĕрĕн тата икĕ мăнукĕн ăшшипе пурăнать ватă çын.
Канаш ЕН. 2017 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕ, N: 24.
Анатоли ЫРЬЯТ.
Малти Ăнтавăш ялĕ.
«Не получилось сегодня – получится завтра. Если, идя по жизненному пути подует встречный ветер – главное не растеряться», -утверждает пенсионерка с 1995 года, награжденная медалью «Ветеран труда» дитя войны Зоя Фадеевна Петрова (Русанова).
- С благословения родителей живу с вдохновением. С их же благословения учу детей и внуков жить так же.
Отец – Фадей Платонович (1900-1973) – родился в Передних Яндоушах в семье Спасских служащих. Был крещен священником Рудольским и псаломщиком Земляницким в церкви Святой Троицы в Селе Высоковка Цивильского уезда.
23 июля 1923 года создает семью с Василисой Павловной Павловой, появившейся на свет в селе Буртасы Вурнарского района 10 апреля 1903 года.
До начала Великой Отечественной войны 1941 – 1945 гг. учил детей начальных классов деревни Передние Яндоуши.
Со 2 марта 1942 года защищает родину от врагов в качестве стрелка противотанкового орудия второй отдельной стрелковой бригады Волховского фронта. Воинское звание – сержант.
13 сентября 1942 года в бою за освобождение от немцев станции Мга в Ленинградской области осколком мины был тяжело ранен в левую ногу.
18 февраля 1945 года инвалида войны освобождают от воинской обязанности. Он награжден многими боевыми наградами. Мать всю свою жизнь связала с сельскохозяйственными работами. Ветеран труда. 3 февраля 1965 года вышла на пенсию, - рассказывает Зоя Фадеевна.
Сама она родилась 26 июня 1940 года.
В 1947 – 1954 годах получила знания в начальной, потом в семилетней школе Передних Яндоуш.
В 1957 году закончила среднюю школу Малых Кибеч и поступила в Цивильское профессиональное училище швеей верхней мужской одежды.
После получения диплома в 1960 году год трудилась в Ибресинской швейной мастерской.
В 1961 году устроилась в Канашскую первую швейную фабрику и до 1971 года шила мужские костюмы.
Родившись в деревне, девочка растет рукодельницей. Мама меня с самого детства учила шить, вязать и готовить. С удовольствием выполняю подобную работу.
Своего суженного встретила в своей же деревне в 1967 году. Нашли счастье с юношей Александром Петровым. Создали семью.
С 1971 года, вернувшись в родные места, начала трудиться техническим работником в Переднеяндоушской неполной средней школе. В том же году стала старшим поваром и до 1992 года готовила для школьников.
В послевоенные годы жизнь была особенно тяжелой. На сельхозработах не хватало мужских рук. Многие не вернулись с войны. Колхоз держался на детях, подростках, стариках и женщинах. Все работы приходилось делать вручную: сеяли хлеба руками, жали серпом и косами, молотили тоже вручную, - вспоминает дитя войны. Во время летнего отпуска Зоя Фадеевна трудится в совхозе на разных работах, в трудовом детском лагере готовит вкусную и полезную пищу для детишек. Не отставая от сельчан участвует во всех работах. Особенно она с удовольствием вспоминает и рассказывает о сенокосе. Сенокос для селян был как праздник труда. Не зря говорится в пословице, что по работе и почет. З.Ф.Петрова (Русанова) награждена медалью «Ветеран труда». Удостоилась чести, грамот и подарков.
Петровы вырастили достойных сына и дочь. Выучили и отправили в жизненный путь. Уже 14 лет как нет рядом мужа. Сегодня она живет ради сына, дочери и двух внуков.
Анатолий Ырьят
Канаш. 2017 год, 7 апреля, N: 24
Деревня Передние Яндоуши
Перевод Владимира Архипова |