ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Блог

Главная » 2015 » Декабрь » 2 » Пĕр кун илĕм - тилĕмĕ
18:53
Пĕр кун илĕм - тилĕмĕ

  СĂВĂ СĔВЕМĔ           Светлана АСАМАТ

     Светлана Асамат (Смирнова Светлана Васильевна) Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче 1952 ҫулхи 24 - мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ятарлӑ тата аслӑ пӗлӳ Канашри педагогика училищинче, Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Муркаш районӗнчи Калайкассинчи вӑтам шкулта, Шупашкарти 35- мӗш шкулта, Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" Культура керменӗнче, Чӑваш патшалӑх радиопа телевидени хорӗнче, Чӑваш телевиденийӗнче, распубликӑри Халӑх пултарулӑхӗн наукӑпа методика центрӗнче вӑй хунӑ, К. В. Иванов ячӗллӗ Литература музейне ертсе пынӑ.
    С. Асамат - Раҫҫей писателӗсен тата журналисчӗсен союзӗсен членӗ, Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн членӗ.
    ЧР искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш ҫамрӑкӗсен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ.
    С. Асаматӑн паллӑрах кӗнекисем: "Стихи под настроение" (1996), "В приоткрытую дверь" (2000), "Скакало время" (2002), "Радость" (2004), "Хур кайӑк ҫулӗ" (1986), "Ӑшӑ ҫил" (1999), "Сас" (1999), "Чӑтӑм" (2003), "Ҫумӑр ташши" (2004).

 


Светлана Асамат и председатель Комитета Совета Федерации по международным делам Косачёв Константин Иосифович

**********

Хамăра хамăр хĕрхенме,
Хамăра хамăр шеллеме,
Хамăра хамăр юратма,
Хамăра хамăр ăшăтма
Пĕлиеннипе чирлетпĕр мар-и?

Хамăра хамăр сивлесе
Ĕнтĕркесе каятпăр мар-и,
Хамăра хамăр тиркесе
Чĕмсĕрленсе каятпăр мар-и?

Хамăршăн хамăр тăмасассăн
Сĕмсĕрленсе каятпăр пуль,
Хамăршăн хамăр тăрăшмасăр
Нишлĕленсе каятпăр пуль.

Аскăнлăх тапхăрĕ асать,
Ма йĕрĕнсе хирĕçлеместпĕр?
Чыссăрлăх тапхăрĕ чышать.
Ма кар! тăрса хÿтĕленместпĕр?

Мĕншĕн тесессĕн, шел пулин те,
Хамăра хамăр йÿле янă,
Хамăра хамăр шара янă,
Хамăра хамăр мура панă.

Иртĕхе ирĕк - аскăнма,
Ирсĕре ирĕк - чашкăрма.
Мĕн çавăрать куçа, пуçа,
Мĕн тĕтĕрлет мала, хыçа,
Ырри е тискерри - хуçа
Мĕн аркатать пурнăçа?

Ыйту нумай, хуравĕ - шăп,
Сассăмăр - шăп, утăм та - тăп?

**********

Наян эп вăйлă, эпĕ çамрăк,
Тухăç тыр-пуллă ман каçалăк.
Ыран та вăйлă, çирĕп пулăп,
Эткерĕмпе эп ырă курăп.

Наян пулсассăн эп паян,
Юхăнчăк пулĕ ман - ыран.

**********

Лашуна ялан, ҫапан,
Ху уншӑн мӗн тӑван?
Ҫитермен лаша ырхан,
Утӑ-сӗлӗ ҫук-им сан?

Уттине ҫулас пулать,
Капана пухас пулать.
Сӗллине акас пулать,
Пӳлмене хурас пулать.
Ӗҫчен лаши - урхамах,
Пӑхас пулать хамӑрнах.

**********

Савманнине сава-сава
Сарӑхса кайма юрать-и?
Савакана тӗртсе ярса
Ыррине курма пулать-и?

Савманнине хӑвала,
Савакана ҫупӑрла.

**********

Эп шӑнкӑрчла та шӑнкӑртатрӑм,
Эп шӑпчӑкла та шӑпӑртатрӑм,
Сар кайӑкӑн - кӗсле каларӑм,
Эп саншӑн - антӑхса юрларӑм.

Эсӗ илтмерӗн, итлемерӗн,
Мана асӑрхама пӗлмерӗн.
Сана ман кӗвӗ килӗшмерӗ,
Сан кӑмӑлна тивӗҫтермерӗ.

Итлерӗн урӑх кайӑка,
Мана илтме хӑлху мӑка.
Эс урӑх ҫын, сана валли,
Эп мар, ҫуралнӑ урӑххи.

**********

Сар кайӑкӑн савнасси
Улӑх утти ҫуличчен.
Яш-кӗрӗмӗн савнасси
Яшлӑх иртсе кайиччен.

Улӑх утти ҫулнӑ чух
Кайӑк чунӗ хурланать,
Яшлӑх иртнӗ майӗпе
Ҫамрӑк ӗмӗр катӑлать.
-
Ӗмӗр малалла каять:
Сарӑ хӗр качча тухать,
Сарӑ йӗкӗт авланать,
Сарӑ ҫемье ҫаврӑнать.

Сарӑ ҫемье ӑшшинче
Ача-пӑча ҫуралать,
Ачи-пӑчи ӳснӗҫем
Ашшӗ-амӑш ватӑлать.

Ҫуркуннехи вӑхӑтсем-
Йывӑҫ-курӑк ҫеҫкисем,
Кӗркуннехи вӑхӑтсем-
Пиҫнӗ ҫимӗҫ тӗшшисем.

Сар кайӑкӑн савӑнма
Улӑх ҫӑра пулинччӗ,
Пурнас килсе пурӑнма
Пурнӑҫ тулӑх пулинччӗ.

**********

Мӗншӗн сана куртӑм-ши,
Ма куҫа хупмарӑм-ши,
Мӗншӗн сана саврӑм-ши,
Ма чуна чармарӑм-ши?

Ма чармарӑм-ши чуна
Санӑн ҫумна йӑпшӑнма,
Сан ытамна ӑмсанма,
Хама хам сана пама.

Эпӗ яланах хастар,
Пур ӗҫре те вӑр та вар:
Тӗплӗн те яваплӑн, веҫ! -
Вӗресе тӑрать ман ӗҫ.

Ӑнланмарӑн те хӑрарӑн,
Те вӑтантӑн, шарламарӑн.
Ман ҫинчен манас пулать,
Хама хам упрас пулать.

Юрӗ, эп сана курман:
Паллашман, ыталашман,
Куҫҫульпе те ҫӑвӑнман…
Юрӗ, эп сана савман…

Источник: Канаш ен  2015 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕ, № 87.

 


Ÿкерчĕк çинче Светлана Асамат (вĕреннĕ чухне Степанова Светлана Васильевна) музыкă конкурсĕнче çĕнтерсе килнĕ хыççăн. Парне - скрипка. Малти Ăнтавăш шкулĕ.

Светлана Асамат-Чунташ. Вĕçĕ.

Светлана Асамат пултарулăх каçĕ
Просмотров: 1702 | Добавил: Яндоуши | Рейтинг: 5.0/9
Всего комментариев: 2
1 gool   (04.12.2015 14:00) [Материал]
Хорошие стихи!

0
2 Яндоуши   (06.06.2016 19:07) [Материал]


     Асамат (псевдоним, настоящая фамилия Смирнова, девичья-Степанова) Светлана Васильевна (род. 24.06.1952, д. Задние Яндоуши Канашского района) – поэт, композитор и исполнительница своих песен, журналист. Член Союза писателей Российской Федерации (1997), Ассоциации композиторов Чувашской Республики (1991), Союза журналистов России (1997).
     Окончила Канашский педагогическое училище (1971), Чебоксарское музыкальное училище им. Ф.Павлова (1978), Чувашский государственный университет (1993). Работала солисткой хора Гостелерадио Чувашской Республики, редактором музыкальных программ Чувашского телевидения (1978-1998), заведовала литературным музеем им. К.В. Иванова (2004-2007). Автор поэтических сборников «Хур кайăк çулĕ» (Млечный путь, 1986), «Ăшă çил» (Теплый ветер, 1991), «Стихи под настроение» (1996), «Сас» (Глас, 2000), «В приоткрытую дверь» (2000), «Скакало время» (2003), «Чăтăм» (Выносливость, 2003), «Радость» (2004), «Çумăр ташши» (Танец дождя, 2004), «Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк» (Чудо-сон, 2006) и др. на чувашском и русском языках. Известность получили сложенные и исполненные Асамат песни на ее собственные тексты, а также на стихи П.Хузангая, Ю.Смендера, Р.Сарби, Л.Мартьяновой, П.Эйзина и других чувашских поэтов. На ее песни Чувашским государственным академическим ансамблем песни и танца поставлены вокально-хореографические сюжеты: «Асамат юррисем» (Песни Азамат, 1994), «Шурă çĕмĕрт çурăлчĕ» (Расцвела черемуха, 1999), «Ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре» (Радость наша-отчий дом, 2004); эстрадно-вокальным ансамблем «Çавал» Чувашской филармонии – сюжет «Вăйăра» (В хороводе, 2004). Выпущена пластинка «Светлана Асамат юрлать» (Поет Светлана Азамат, 1991, фирма «Мелодия»). Ею написано более 100 песен на свои тексты и стихи чувашских поэтов.
     Светлана Аcамат - заслуженный деятель искусств Чувашской Республики (1997), лауреат премии Комсомола Чувашии им. М.Сеспеля (1989), премии им. И.Я.Яковлева (Ульяновская область).

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru