Кайри Áнтавăш
«Ман савнă ялăм
Çырма ςатраллă, йăмраллă ялăм.
Ах, Áнтавăш, Кайри Áнтавăш,
Эс чĕрере, эс ĕмĕтре пулăн ялан»
С.В.Асамат
Пирĕн ял ячĕ чăвашла Кайри Áнтавăш, вырăсла – Задние Яндоуши. Малтан Áнтавăш ялне Трапай тенĕ. Ял пуςланса кайнă вырăна халĕ те Трапай теςςĕ. Áнтавăш ялĕ Кĕςĕн Çавалăн сылтм ςыранĕнче Высоковкăпа Елюккасси хушшинче вырнаςнă. Çавал Атăлпа Сурана пĕрлештерет.
Çавал хĕррипа халăх Çĕрпỳнелле суту- илỳтума ςỳренĕ. Мĕншĕн тесен шыв хĕррипе уςăрах вырăн пулнă, тавралла пысăк сĕм вăрмансем. Вăрмансем варринче питĕ тарăн та хăрушă ςырмасем пулнă. Áнтавăш ςырмисем халĕ те питĕ пысăк та тарăн, сарлака. Пысăк ςул хĕрринче пурăннă пирки, час- часах ял ςине вăрă- хурахсем тапăннă.
Çавна пула икĕ ςемье вăрманалла 4-5км шалалла кĕрсе ςырма хĕррипе ςăлкуς тухакан вырăна килсе вырнаςнă. Çак вырăна куςса килнĕ хыςςăн яла Трапай теме пуςланă. Каярахпа тин Áнтавăш ялĕ (1626- 1635 ςулсенче пуςланса кайнă) теме пуςланă. Èлĕк, каланă тăрăх, пĕр тутар хресченĕ Яуш Муза Ахбаев ку тăрăхри вăрмансенче II Кĕтерне патшаран тарса, пытанса ςỳренĕ. Çак тутар хресченĕ чухăн ςынсен ертỳςи пулнă, пуянсем хăйсене хĕсĕрленине хирĕς тăнă. Çакăншăн вĕсене вĕлермелле тунă, кун хыςςăн вĕсен тарса пытанса ςỳреме тивнĕ.
Чи малтан вĕсем Малти Áнтавăшра вырнаςса пурăннă иккен. Анчах та кунта тĕпленсе пурăнма май килмен. Çак вырăнта чăвашсем хăйсем тĕллĕн пурăннине пĕлсен, Кĕтерне патша ςак яла вырăс пуянĕсене хăйсен чурисемпех пĕрле пурăнма куςма Хушу кăларать. Пуянĕсем Чулхуларан пулнă. Ун хыςςăн Ялта вырăс пуянĕсем пурăнма тытăннă. Ял витĕр юхса иртекен шыва ςак чăвашсен ертỳςи ячĕпе Яуш ят хунă. Пурăна киле хайхи пуянсем хресченсене хăратма пуςланă. Хытăрах хĕстерме пуςласан Яуш Муза Ахбаев ытти чухăнсене пуςтарса вăрман урлă хальхи Кайри Áнтавăш ялне пурăнма тарса килеςςĕ.
Чăваш хресченĕсем пурăнакан вырăнта II Кĕтерне патша вырăс ялĕсем туса хунă. Хальхи Высоковка, Дмитриевка ялĕсем. Яуш Муза Ахбаев малтан пурăннă вырăна – Малти Áнтавăш, кайран пурăннă вырăна- Кайри Áнтавăш тенĕ. Ял витĕр юхса выртакан шыва Пĕчĕк Яуш теςςĕ. Çак ят ăруран - ăрăва куςса пырса хальхи вăхăтчен упранса тăнă – Кайри Áнтавăш.
Чи малтанхи ςулсенче Ялта виςĕ урам пулнă. Пĕрремĕшĕ Пысăкайкки –ςак ят урам ςырман пысăк ςыранĕнче вырнаςнипе пулнă теςςĕ. Иккĕмĕш урамĕ –Хурнайкки ятлă, хурăнсем нумай пирки ςапла каланă. Виςςĕмĕш урамĕ – Мальен- хĕвел ςак енчен тухнăран ςак ята панă теςςĕ. Урам ячĕсене халĕ те ςаплах калаςςĕ.
1986 ςулта Анишин Владислав Тихонович тăрăшнипе тепĕр урам валли прект тунă. 1987 ςулта ςĕнĕ урам- Шкул урамĕ уςăлнă.
Áнтавăш ялĕ ςумĕпе пысăк ςул иртсе кайнă, ăна Лашман ςулĕ тенĕ. Вăл ςул Канаш хулипе Шупашкара пĕрлештерсе тăнă. Çул тăрăх ςуран ςынсем те, лашаллисем те ςỳренĕ: тĕрлĕ тавар турттарнă. Юнашар ялта чиркỳ, пасар вырнаςнă. Пасарĕ ытларикун кĕрленĕ. Унта тĕрлĕ таварпа сут тунă.
Áнтавăш ялĕ тавра ςырма –ςатра ςав тери нумай. Ытларахăшĕ тип ςырмасем. Халĕ ялта 6 ςăлпа усă кураςςĕ, вĕсене тасатса тирпейлеςςĕ, шыв ăсма ςỳреςςĕ.
Çырмасем тарăн пирки шыв кỳме питĕ аякка ςỳреςςĕ, хĕн, ςавăнпа та кашни урамрах колонкăсем пур шыв ăсма.
Скважинасен тарăнăшĕ:
ĕне ферминче – 94м;
пысăкайккинче – 124м;
хурнайккинче- -105м;
вăрман хĕрринче(шкулă) – 87м;
МТП-ра - 95м;
Çырмасем ку таврара чăн та нумай. Çут ςырминче шĕшкĕ нумай ỳсет, ςавăнпа та мăйăр нумай пулать. Юнашарах Хурама ςырми – кунта халĕ те пĕр ватă хурама йывăςςи ỳсет. Çỳрςĕрелле Тăлла ςырми – ку ςырмана лашасене ςитерме тăлласа янă иккен.
Аякрах мар Вут ςырми – ку ςырмана хăрăк пуςтарма ςỳренĕ тет ялĕпех ςынсем. Халĕ кунта ςамрăк хырсем ςитĕнеςςĕ.
Таврара нумай ςырма, вĕсене пурне те каласа та пĕтерейрес ςук. Вут ςырминчен Уйкуς пуςланать, унтан Áнтавăш уйĕсем пуςланаςςĕ. Хĕвелтухăς енче Йăлкич ςырми, Пушςырми, Çитен шăтăк ςырмисем пур. Ял ςумĕнчех Заказ вăрманĕ, кунта юнашарах Кантăр кỳлли ςăл тапса тăрать. Ĕлĕк кунта кантăр хетнă шывра, ςавăнпа ςакăн пек калаςςĕ. Çак ςăлах Светлана Асамат ячĕпе «Асамат кĕперĕ» теςςĕ. Халăхра вара икĕ тĕрлĕ те калаςςĕ. Кунти шыв ςав тери сивĕ те сиплĕ. Áнтавăш ялĕн кăнтăр – хĕвеланăς енче ялăн чи илемлĕ вырăнĕ пулнă. Унта хитрее кỳлĕ вырнаςнă пулнă, Кăвакал кỳлли тенĕ ăна, йĕри –тавра хăмăшсем ỳснĕ.К ỳлĕ айлăмра мар, тỳпемре вырнаςнă пулнă. Вĕςсе иртекен хур- кăвакалсем канма чарăннăкунта. Юлашки хут хуркайăксем 1952 ςулта анса ларнă. Ун хыςςăн урăх ларман, мĕншĕн тесен кỳлĕ типсе ларнă.
Анчах та халĕ ял варринче тем пысăкăш плотина, ку кỳлле проект тутарсах тунă 1989 ςулта кĕркунне туса пĕтернĕ, колхоз председателĕ Анишин Владислав Тихонович пулнă.
2000-мĕш ςултан пуςласа кунта, кашни ςулах хур –кайăксем анса лараςςĕ, пĕр виςĕ мăшăр тăрна чĕпĕсем кăларсах ςу каςаςςĕ, кăвакалĕсем те.
Тен кайăксен йăли ςапла вĕсен, хăйсем килĕштернĕ вырăна манаймаςςĕ. Епле манăн- ха кунти вырăнсене! Çырмасем хĕррипе хăмăш ỳсет, юнашарах Ямаш вăрманĕ, пысăк кỳлĕ, шăнкăр- шăнкăр ςăлкуςсем. Ахальтен мар ĕнтĕ Светлана Асамат юратнă ялĕ ςинчен: «Ах, Áнтавăш, Кайри Áнтавăш, эс чĕрере, эс ĕмĕтре,»- тесе юрлать.