ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

История дер. Передние Яндоуши (на чувашском языке)

              Малти Ăнтавăш ялĕн кÿршисем: çурçĕр енчен- Çĕнĕ Туçа, кăнтăр енчен- Энĕшпуç, хĕвелтухăç енчен- Хуруй, хĕвеланăç енчен Кайри Ăнтавăш. Ялтан 9 çухрăмра Хусан чукун çулĕ иртсе каять. Ялта 150 хуçалăх. 600 ытла çын пурăннă. Ытларах чăвашсем, вырăссемте пур, анчах вĕсем сахалланса юлнă. Ял пуçланнин историĕ питĕ интереслĕ.

           Малти  Ăнтавăш, ваттисем каланă тăрăх, 16- мĕш ĕмĕртех пуçланса кайнă. Канашри краеведении музейĕнче вара ку яла 1610 çулта пуçланса кайнă тесе паллă тунă. Христос тĕнне йышăначченех пуçланнă ĕнтĕ вăл. Ял вырăнĕнче малтан сĕм вăрман пулнă. Малти Ăнтавăш ялне халĕ те çурçĕр , хĕвеланăç, хвелтухăç енчен вăрман хупласа ларать. Ял тавралла хурамасем те чылай, кусем ĕнтĕ ĕлĕк çав вырăна вăрман пулнине каласа параççĕ.

             Приĕн ял вырăнне Тухаль( халĕ Çĕрпÿ)-ялĕнчен темиçе чăваш куçса килнĕ. Вĕсем хальхи ял вырăнчен кăшт хĕвелтухăçнерех пулнă, Ĕшне çырми хĕррине вырнаçнă. Ку вырăнта шыв начар пулнă , кайран вара вĕсем шыв вăйлă вырăна куçнă. Ку вырăна çак чăвашсем ирĕклĕ пурнăç шыраса куçса килнĕ, патшан тискер йĕркисем ирĕксĕрех вĕсене сĕм вăрман варрине хăваланă пулĕ.  Çак чăвашсем вăрман каснă, çĕр тунă. Пĕчĕк хура пÿртсенче пурăннă, паллах, вĕсен ун чух урам йĕркисем пулман. Пÿртĕн чÿречисем питĕ пĕчĕк пулнă. Вăрманĕ вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлнă, кашкăрсем улани яланах хăлхара тăнă. Ял ÿссех пынă, анчах темĕнле инкек пула тĕпренех  çунса кайнă.

1887 çулта тесе шутлаççĕ, çĕнĕрен çуртсене вара урам йĕркипе лартнă, ку Петр 1 ял урамĕсем пирки кăларнă указ хыççăн пулмалла. Малти  Ăнтавăш ялĕнче урамсем йĕркелеме Мефодин ятлă инженер ĕçленĕ. Ку ялта малтан тăватă йăх пулнă: Патши йăхĕ, Пралух йăхĕ, нимĕç йăхĕ, Шуккаев йăхĕ.

              Ял çыннисем малтан вылăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăннă, каярахпа вара çĕр ĕçĕ тума хăнăхса пынă. Малти  Ăнтавăш ялĕнчи вырăссем Пăртас салинчен куçа килнĕ. Тата çапла пулма та пултарнă, çĕр реформи хыççăн ку вырăссем хăйсен улпучсенчен тарнă, лăпкăрах та ирĕкрех вырăна вырнаçнă. Ял витĕр Яуш шывĕ юхса выртать. Ял ятне те çав шыв ячĕпех хунă. Малти Ăнтавăш витĕр    Мускавран çĕпĕрелле арестантсене ăсатнă. Темиçе çул каялла Яуш шыве урлă тахçан ĕлĕк хывнă кĕпер çĕр айĕнчен тухрĕ. Çак кĕпере Ăнтавăш çыннисем тĕплĕ пăхнă. Кĕпере питĕ васкав туни курăнать. Вăл лутра пулнă, ăна тĕрлĕрен йывăçран тунă, сăвайне хурăнпа çапнă.  Турпасĕсем çаплах çĕрмесĕр выртнă. Камсем туни паллă мар. Кĕпер урлă каçсан, вĕсем чарăннă пулас, мĕншĕн тесен кĕпертен аякрах маар ( тепĕр енчи çыранта) çакăн пек япаласем тупнă: ылнăн укçа, питĕ хитре шăрçасем, хăйра, пĕчĕк икон, питĕ илемлетсе пĕтернĕ шуç татăкĕ. Çак кĕпер урлă Пугачёв çарĕ каçнă текен çынсем те пур.

            Çĕпĕртен Мускавалла каякан лавсем Малти  Ăнтавăш ялĕнче канма чарăннă. Вĕсен ку ялта канма кĕмелли хăйсен çурчĕ пулнă, ямшăк çурчĕ теççĕ. Вырăс ямшăкĕсем вара Малти Ăнтавăш ялне уйрăмах килĕштернĕ, вĕсемпе сăмахлама ку ялта вырăссем пулнă. Тата çакна та каласа хăвармалла. Ку чăвашсен йăли- йĕркисем те хăйсен май пулнă. Вилнĕ çын ÿтне тупăка мар, йывăç хăвăлĕ ăшне вырнаçтарнă. Вилĕ хăлхисем ăшне шăрçасем чикнĕ, куçсем çине укçасем хунă. Мĕншĕн капла? «Леш тĕнчере» ыйтсан , нимĕн те курман, нимĕн те илтмен теме имĕш. Виле пытарма сăра тунă, питĕ нумай çын пуçтарăннă. Вилнисене пытарнă хыççăн вут хунă, вут урлă пурин те сиксе каçмалла пулнă.

             Вăрман енчен  Малти Ăнтавăш ялĕ еннелле пысăк çул выртать. Ăна ямх çуль теççĕ, ку ĕнтĕ ямшăк çулĕ тенине пĕлтерет. Ку çулпа Мускав енчен çĕпĕр еннелле ристансене илсе кайнă. Çĕпĕр енчен Мускав еннелле питĕ нумай вăрман турттарнă. Ку çулпах А.С. Пушкин та иртсе кайнă теççĕ.

Этем пурнăçĕнче шыв пысăк вырăн йышăнать, унсăр пурнăçĕ те çук. Шывĕ ытларах çырмасенче. Çавăнпа ялĕсем те ытларах çырма таврашне вырнаçтарма тăрăшнă пулĕ. Малти Ăнтавăш ялĕнче çĕр айĕнчен таиса тăракан шыв вырăнĕсем нумай. Тăрна куçĕ пек сивĕ шыв валак юхса выртать. Ирĕксĕрех К. В. Ивановăн «Нарспи» поэми аса килет.

               Малти Ăнтавăш ялĕнчен аякра мар Микитка çырми пур. Ун çинчен халăх хашшинче çакăн пек калав çÿрет. Малти Ăнтавăш ялĕнче Микит ятлă лаша вăрри пурăннă. Микит таврари чилай вăрăсемпе çыхăну тытнă. Ялти çинсен вĕçĕмсĕр  лаша çухалнă. Ял çыннисем тарăхса çитнĕ, шухăшласа кăларнă вара. Пысăк пичке тупаççĕ, пĕр пуçĕнчен хăмисене кăлараççĕ. Пичке ăшне Микита чикеççĕ те каллех çапса лартаççĕ. Микитлă пичкене çÿллĕ çырантан çырма тĕпнелле сирпĕтеççĕ. Çапла пуçтарнă ял халăхĕ вăрă Микита. Унтанпа çырмине те Микит çырми теме тытăннă.            

              Малти Ăнтавăшт ялĕ çумĕнче вăрман варринче Вăкăр кашши çырми пур. Ĕлĕк авал ку çырмара кашкăрсем пурăннă. Пĕррехинче çакăнта вăкăр лекнĕ. Пуçланă вара кашкăрпа вăкăр тÿпелешме. Нумайччен çапăçнă вĕсем, вăкăр çапах çĕнтернĕ. Кашкăрсем парăннă. Ятне çавăнпа панă. Ĕлĕк вăрăсем нумай пулнă. Ялсенчен вăкăрсем вăрласа тухнă та çак çырмара пусса тирпейленĕ.

             Варсем: Тăм шăтăк çырми, Ача çăва çырми, Кив çурт çырми, ,Çурт хыç çырми, Çинçе çут çырми, Хăртă вар, Анлă вар, Лекçей варĕ. Йăнăклар варĕ. Йăнăк çын ячĕ. Халăх хушшинче çапла çÿрекен калав пур. Йăнăк питĕ вăйлă, çÿллĕ пулнă. Ялти çынсен унпа кĕрешсе пăхас килнĕ. Ял варринче аван маар тесе, ял хыçĕнчи илемлĕ, сарлака вара кайнă. Вĕсем ункă пек пулса тăнă. Ункă варринче Йăнăк тăнă. Çапăçу пуçланнă. Йăнăкпа çапăçма арçынсем черетпе тухса пынă. Çур кун ытла кĕрешнĕ, анчах Йăнака никам та çĕнеймен. Пурне те çĕнтернĕ, юлашкинчен унпа икшерĕн кĕрешнĕ. Пурпĕрех Йăнака çĕнеймен. Варне те вара Йăнăклар варĕ тенĕ.

             Ытла та илемлĕ хальхи чăваш ялĕсем. Ял тавралла тăван уй хир, çаранĕ, вăрманĕ, улăхĕ, çырми, шывĕ. Ытарайми тăван уй хир. Ĕлĕкхи хытă анасем вырăнне тулăх тырпул паракан уй хир сарăлса выртать. Ялти çынсем çак уйсене ятсем панă. Ĕлĕкрех уй ячĕсен хисепĕ йышлăрах пулнă, мĕншĕн тесен кашни çемье хăй çĕрĕ çинче тăрмашнă, ана йăранĕсем тăсăлса выртнă. Çавăнпа уй ячĕсем ытларах çын ячĕсене тÿрре килеççĕ. Уй ячĕсене мĕншĕн çавăн пек ят панине пĕлме çав тери интереслĕ, уй ячĕсем çинчен халăх хушшинче çÿрекен халапсем те чылай. Çĕнĕ Туçан та Тĕлкуй ятлă уй пур. Мĕнрен тухса кайнă ха ку ят? Ун ячĕ икĕ сăмахран тăрать. «Тĕлĕк», «уй». Тахçан авал çак уйра икĕ çул çÿрекен тĕл пулнă. Пĕрин аллинче шыв пулнă, тепри чĕлĕм туртнă. Пĕрин шыв ĕçес килнĕ, теприн чĕлĕм чĕртме çулу пулман. Пĕри шыв ĕçтернĕ, тепри чĕлĕм чĕртме çулу панă. Унтан иккĕшĕ те, ывăннăскерсем, выртса çывăрнă. Çывăрса вăраннă хыççăн иккĕшĕ те  пĕр пĕрне мĕн тĕлĕк курнине калама тытăннă. Иккĕшĕ те пĕр евĕрле тĕлĕксемех курнă: вĕсем тĕл пулнă вырăна питĕ нумай çын пуçтарăннă, пурте ташланă, юрланă, савăннă. Çулçÿревçĕсем те вĕсемпе пĕрле савăннă. Вĕсем ку тĕлĕкрен шалтах тĕлĕннĕ, ку тĕлĕк уйĕ пуль тесе шутланă. Тепĕр çул та çак вырăна хăйсем тĕл пулнă кун (эрнекун пулнă) кашни хăйĕн çемйипе килме килĕшнĕ. Тепĕр çулхи эрнекун ку вырăнта икĕ çемйе пĕрле савăннă, халĕ вĕсен ĕçмелли-çимелли те пулнă. Унта çывăх тăванĕсемпе, кÿршисемпе кашни çулах эрнекун çÿреме тытăнăннă. Çав вырăнта паянхи куна та эрнекун ташши (е тĕлкуй ташши) тăваççĕ.

             Малти Ăнтавăш ялĕнче Хулькка текен чаплă лаша вăрри пулнă. Таврари ял çыннисем Хульккаран питĕ хăранă. Хулька вăрлама пырасси пирки лаша хуçине малтанах каласа хунă. Хăй пĕчĕк çеç пулин те, Хулькка вăйлă та чее пулнă. Вăрлама шухăшланă лашана темĕнле пулсан та вăрласа тухнă, Хулькка пĕччен пулман, пулăшакан вăррисем ял çывăхĕнчи вăрманта кĕтнĕ. Çак вăрманта вĕсем тĕл пулнă. Хулькка вăрланă лашана ыттисем кирлĕ çĕре ăсатнă. Вăрман ятне те çавăнпа Хулькка кати тесе ят панă.

Курайман çынна вут тĕртсе тавăрас йĕрке пулнă чăвашсен. Ăнсăртран халĕ те тĕл пулкалать. Тарăхнă çыннăн кил çуртне çĕр варринче чĕртсе яраççĕ. Çын çуртне вут тивертнĕ çыннăн тÿрех киле килме юраман, вут хыçалтан хăвалать имĕш. Тивертнĕ хыççăн çав ял çывăхĕнчи вăрмана кайнă. Вăрман ятне Пушар кати тесе ят панă.

            Касаккай ятлă вăрман  Малти Ăнтавăшпа Кипеч ялĕсен те пур. В.К. Малницкий словарĕнче Касаккай тĕне кĕмен арçын ячсен списокĕнче тĕл пулать. Малти Ăнтавăш ялĕнчен хĕвелтухăç енче Раща пур. Вăл пысăк, темиçе çухрăм лаптăк йышăнать. Халĕ те унта çÿллĕ юмансемпе ăвăссем кашласа лараççĕ. Çак вăрманта касса турттарнă ĕнтĕ ĕлĕк патша хресченĕсем. Иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче унта кашкăрсем йышлă пурăннă, вĕсем улани ялтан хăрушла илтĕннĕ.

            Лашман çулĕ пирки «Чăваш АССР историйĕ» кĕнекере çапла каланă : В 1718 году правительство Петра 1 приписало служивых татар, чувашей и мордвы к разработке корабельных лесов. В ходе первой ревизии они были зачислены в разряд государственных крестьян. Присланные (их называли лашманами) заготавливали корабельный лес и вывозили его к пристаням.  Н.И. Ашмарин словарĕнче çапла ăнлантарнă: лашмансем тесе ĕлĕк салтак каяс вырăнне лашман йывăçсене турттаракансене каланă. Лашман арçын ячĕ. Çак çул Малти Ăнтавăш патĕнчи раща вăрманĕ витĕр каять.

            Сăрт- тусем çинчен халăх хушшинче çÿрекен калавсем нумаях мар. Янтун тăвĕ. Малти Ăнтавăш таврашĕнче самаях çÿллĕ вырăн. Çак сăрт çинче пĕр чăваш лашине çитерсе çÿренĕ, хăй мĕн ятлă пулни паллă мар. Ку чăваш кăштах вырăсла чухланă пулмалла. Хăй вырăсла юрланă: « Я тут…» малалла мĕнле сăмахсем пулнине пĕлмен, çук. Çыннине Янтун тесе чĕнме тытăннă. Сăртне те Янтун тăвĕ тесе ят панă. Парăс сăмси. Питĕ интереслĕ вырăн. Çак сăртăн икĕ енче те çырма. Пĕр енчи çырминче Яуш шывĕ юхса выртать. Сăрт вара парăс евĕрлĕ курăнса выртать.  Ятне çавăнпа панă.

             Масар, часавай, çăва. Золотницкий каланă тăрăх, … в старое время чуваши мазаром называли и те места, куда бросают платье, постель и вещи умершего. Эти места, по мнению чуваш, будто бы посещаются покойниками. Чуваши после похорон очищаются, надевают другое бельё. Каярахпа вилĕ пытаракан вырăна масар теме тытăннă. Чăнах, чăвашсем халĕ те вилĕ пытарса килнĕ хыççăн мунча кĕрсе тасалаççĕ, кĕпесене улăштараççĕ. Вилнисене исле тухса кайсаннах пÿрт-çурта çăваççĕ, вилнĕ çын япалисене çуса тасатаççĕ. Апла пулсан ку авалхи йăлах шутланать. Çын тĕрлĕ чирпе вилме пултарать , хыççăн тасални лайăх та. Çĕнĕ масар тусан, пĕрремĕш çынна пытарнă чух Чăвашсем халĕ те тупăка чăпăркка хурса яраççĕ иĕм́ш.  Ку çын ыттисен хуралçи пулать тесе шутлаççĕ.

          P.S. Малти Ăнтавăш ялĕ пилĕк урамран тăрать. Паянхи куна ялта, 122 киль-çуртлă хуçалăх, вĕсенчен 63-че пурăнаççĕ. Ялта 160 ытларах çын пурăнать. Магазин, фельдшер пункчĕ, библиотека тата ветеренари пункчĕ пур.

История деревни Передние Яндоуши (на русском языке)

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (27.06.2012)
Просмотров: 1403 | Комментарии: 1 | Рейтинг: 5.0/8
Всего комментариев: 1
0
1 Яндоуши   (04.02.2015 19:20) [Материал]
...Аваллăха тĕпчет, шырать.
Çавал тепĕр енче Ăнтавăш,
Ик ял — Кайри тата Малти.
Вĕсем Ефимовпа мухтанчĕç.
Ăнтавăш çăлĕсем хупланмĕç,
Унта янрать халь çĕнĕ ят —
Юрăç Светлана Асамат...

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru