ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Ял уявне чаплă сăвăçа халалларĕç
     Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Халăхсен туслăхĕ" орден кавалерĕ, СССР писательсен Союзĕн членĕ", "Молодая гвардия" журналăн, Петĕр Хусанкай ячĕллĕ премисен лауреачĕ Г.А. Ефимов çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Георгий Андреевич чăваш литературин анлă уйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Унăн кĕнекисем чăвашла, вырăсла, марилле, пушкăртла, тутарла, пăлхарла пичетленнĕ.
     Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче поэт çуралнă Малти Ăнтавăшра ял кунне ирттерчĕç. Унăн тĕп шăнăрĕ пирĕн чаплă ентешĕмĕре халалланă литература уявĕ пулчĕ. Мероприятин савăнăçлă пайне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Л.Герасимова, сăвăçăн кĕçĕн йăмăкĕ Антонина, çывăх çыннисемпе тăванĕсем хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Ял çыннисем те нумайăн пычĕç. Районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль, В.Борисова тата Л.Никифорова юрăçсем, ялти "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕ Георгий Ефимов сăввисемпе кĕвĕленĕ хайлавсене юрларĕç. Шкулта вĕренекен Е.Матвеевпа Е.Жураева, культура ĕçченĕсем Л.Игнатьевăпа С.Дмитриева поэтăмăрăн сăввисене вуларĕç, Георгий Андреевичăн ачалăхне, яшлăхне, çамрăклăхне, пултарулăх çулĕсене аса илчĕç.
     Георгий Ефимов ятне асра тытса йĕркеленĕ уяв картана тăрса унăн сăввипе хайланă "Ши-ши, вара" юрра шăрантарнипе вĕçленчĕ.


Источник: Газета "Канаш ен". 12 июля 2013 г.
Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (26.02.2014)
Просмотров: 1057 | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru