ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Орден - за отвагу и смелость.
 
Орден - за отвагу и смелость.

       После окончания средней школы №4 города Чебоксары Марина Васильевна вернулась в родные Передние Яндоуши. Добродушную образованную молодую девушку вскоре избрали секретарем сельского Совета Передних Яндоуш.
       Началась Великая Отечественная война. Молодые парни и мужчины один за другим уезжали защищать Родину. Все работы с документацией  сельского Совета по отправке людей на фронт легли на плечи секретаря. Как бы ни было трудно, Марина Васильевна успешно справлялась со своей работой, все указания района и военного ведомства исполняла своевременно. Может за аккуратность и исполнительность и взяли её в армию. С мая 1942 года для Марины началась фронтовая биография. Возле Брянска она вступила в первый бой. Яндоушская девушка тут почувствовала радость победы и горечь потерь впервые.
       Но тяжелые испытания её ожидали впереди. Дорога 15-й армии второго Белорусского состава проходила через Калинин, Брянск, Прибалтику, Польшу и Германию. День победы Марина Васильевна встретила в немецком городе Барт. В годы войны она заслужила  звание лейтенанта. На петлицах её гимнастёрки были войсковые знаки государственной безопасности, грудь фронтовички украшали военные награды. За грамотное проведение операции по обнаружению немецких агентов в прифронтовых районах и за отличную работу контрразведки Марина Васильевна была награждена орденом Красной Звезды. Это была одна из наград за отвагу и смелость.
       После войны Марина Васильевна в Канашском педагогическом училище за все курсы экстерном сдала экзамены. До 1978 года проработала учительницей начальных классов. Сейчас она на заслуженной  пенсии, воспитывает своих внуков.

   
Н ИГНАТЬЕВ общественный корреспондент
    на фото М.Васильева
    8 мая 1993 года
Перевод Архипова Владимира(внук Ираиды Фёдоровны)
 
 
Хăюлăхшăн - орден

       Шупашкарти 4-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Марина Васильевна тăван Малти Ăнтавăш ялне таврăннă. Ырă кăмăллă пĕлÿ илнĕ çамрăк хĕре часах Малти Антавăш ял Совечĕн секретарĕ пулма суйланă.
  Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă. Çамрăк каччăсемпе арçынсем пĕрин хыççăн тепри Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Ял Советĕнче çынсене фронта ăсатас тĕлĕшпе документсем çырса хатĕрлемелли пĕтĕм ĕç секретарь çине тиеннĕ. Йывăр пулин те, Марина Васильевна хăйĕн ĕçне ăнăçлă туса пынă, район тата çар ведомствисем хушнисене пурне те вăхăтра пурнăçланă. Тен, тирпейлĕ, хушнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçланăшăн илнĕ те ăна çара. 1942 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа Маринăшăн фронтри биографи пуçланнă. Брянск çывăхĕнче вăл пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ. Ăнтавăш хĕрĕ кунта çĕнтерÿ савăнăçне тата çухату хурлăхне пуçласа туйса илнĕ.
        Анчах чи йывăр тĕрĕслевсем ăна умра кĕтнĕ. Иккĕмĕш Белорусси составĕнче çапăçнă 15-мĕш арми çулĕ Калинин, Брянск, Прибалтика, Польша, Германи урлă выртнă. Çĕнтерÿ кунне Марина Васильевна нимĕçсен Барт хулинче кĕтсе илнĕ. Вăрçă çулĕсенче вăл лейтенант званине илме тивĕçлĕ пулнă. Унăн гимнастёрка петлицисем çинче государство хăрушлăхсăрĕн çар эмблемисем пулнă, фронтавичка кăкăрне çар наградисем илем кÿнĕ. Фронт çывăхĕнчи тăрăхсенче лайăх пытанса ларнă нимĕç агенчĕсене тупса палăртас енĕпе операцие пĕлсе ирттернĕшĕн тата контрразведка ĕçне йĕркеллĕ туса пынăшăн Марина Васильевна Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕç пулнă. Ку хăюлăхпа паттăрлăхшăн панă унăн тĕп наградисенчен пĕри пулнă.
        Вăрçăран таврăнсан Марина Васильевна Канашри педучилищĕре мĕнпур курссемшĕн экстерно экзаменсем тытнă. 1978 çулччен тăван ялĕнче пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура, хăйĕн мăнукĕсене пăхса ÿстерет.
 
         
    Н.ИГНАТЬЕВ обществăлла корреспондент
    ÿкерчĕкре М.Васильева
    1993 çулхи çу уйăхĕн 8 мĕшĕ
 
Для увеличения клик по фото:
 
                           
Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (11.08.2014)
Просмотров: 1112 | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru