ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Пурнăç тĕллевĕ – ачасенче

 

    "Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске..." – теççĕ халăхра. Чăнахах та, пурнăç çав тери хăвăрт иртет иккен. Каялла çаврăнса пăхатăн та: мĕн кăна курман пуль, мĕн кăна тÿссе ирттермен пуль... Анчах умра та ырă ĕç, ĕмĕт-шанăç сахал мар. Кашни çын хăйĕн умне тĕллев лартать, ун патне ăнтăлнă май пурнăçне йĕркелесе пырать. Малти Ăнтавăш ялĕнче пурăнакан хисеплĕ çынсенчен пĕри Калерия Яковлевна Прокопьева та хăйĕн пурнăçне çирĕп тĕллевпе пуçланă. Вăл çутă ĕмĕтне, пĕтĕм сывлăхне ачасене вĕрентес ĕçе панă.
    К.Прокопьева 1930 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Вăрманкас ялĕнче Яков Львововичпа Агапия Пименовна Львовсен çемйинче çуралнă. Ялта ăна Галя тесе чĕннĕ. Ашшĕ Граждан вăрçинчен аманса таврăннă, унăн сылтăм алли ĕçлеми пулнă. Апла пулин те Яков Львович пуçне усса ларман, ялта "Венера" колхоз йĕркелеме пуçланă. Ку ĕç пĕрре те çăмăл килмен. Тăрăшса ĕçлесе ырă тĕслĕх кăтартнă хыççăн кăна ыттисем колхоза кĕме пуçланă. Ял Советне туса хурсан Я.Львова председатель пулма суйланă. Сулахай алли анчах ĕçленĕ пулин те документсене тĕрĕс çырса пынă вăл, таврари хисеплĕ çын пулнă.
    Михаил Румянцев профессор "Советская Чувашия" хаçатра Чапаев дивизийĕнче çапăçнă пирĕн тăрăхри салтаксем çинчен çырса кăтартнă пулнă, вĕсен хушшинче Яков Львович ячĕ те пур.
    – ... Траки станцийĕ çывăхĕнче (ялтан пĕр çухрăмра) дезертирсем каçсерен ялсене çарататчĕç. Пĕррехинче, вăрман хĕрринче ĕçленĕ чухне, пирĕн патне иккĕн тухса тăчĕç. Хĕрарăмсемпе ачасем хăранипе ялалла чуптартăмăр, – аса илет Калерия Яковлевна. – Аттен, ял Совет председателĕ пулнă май, дезертирсене тытса памалла пулнă. Лешсем вара пирĕн çемьене тĕп тума шутланă. Аттене пистолет пачĕç, вăл ăна çывăрнă çухне пуç айне хурса выртатчĕ. Вилĕмрен пире хамăр йытă çăлса хăварнă, ăна пула сăтăрçăсем хăюллăнах кĕрсе каяйман. Дезертирсене суд турĕç.
    Амăшĕ питĕ ĕçчен, сăпайлă хĕрарăм пулнă. Çемьере нихăçан та харкашу пулман. Канаш ыйтма та ялти хĕрарăмсем Агапия Пименовна патнех пынă. Ашшĕпе амăшне Калерия Яковлевна ырăпа аса илет, чĕререн тав тăвать.
    – Вăрçă чарăннă çул çичĕ класлă Еншик-Чуллă шкулĕнчен вĕренсе тухрăм. Иульяна Семеновна учительницăна çав тери хытă юратнипех вĕрентекен профессине алла илме шутларăм. Пысăк ĕмĕтпе Çĕрпÿри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Вырăсла пĕлменни çав тери чăрмантаратчĕ. Пурнăçĕ çăмăлах марччĕ. Карточка тăрăх талăкра 300 грамм çăкăр паратчĕç. Пĕррехинче 10 кунлăх карточкăсене кĕсьеренех вăрларĕç. А.Кузьмина учительница хĕрхеннипе 5 тенкĕ укçа пачĕ. Тавах ăна çакăншăн, – каласа кăтартать К.Прокопьева.
    Училищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Калерия Яковлевна. 1948 çулта ăна Улатăр районне направленипе ĕçлеме янă. Унта вăл 1953 çулччен ĕçленĕ, классене пĕрлештернĕ хыççăн ĕç вырăнĕ çухалнă. Çакăн хыççăн вĕрентекен Малти Ăнтавăш шкулне ĕçлеме килнĕ.
    1945 çулта шкулта физикăпа математика предмечĕсене ертсе пыракан Кирилл Прокопьевич Прокопьевпа çемье чăмăртанă. Тăлăх ÿснĕ пулин те вăл çав тери лайăх çын пулнă. Ачасене вĕрентнĕ вăхăтрах "Советская Чувашия" тата "Коммунизм ялавĕ" хаçатсене çырса тăма та вăхăт тупнă. Туслă çемьере йыш хушăннă, Любăпа Саша çуралнă. Çамрăк мăшăр иксĕлми телей ĕмĕрлĕх пуласса шаннă.
1969 çулта Калерия Яковлевна Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ. 1971 çулта Прокопьевсен çемйи кил хуçине çухатнă. Çамрăк хĕрарăм икĕ ачапа пĕччен тăрса юлнă, хуçалăхри пĕтĕм йывăрлăх ун çине тиеннĕ. Пысăк çухату пĕр йĕрсĕр иртмен паллах. Чун ыратăвĕ ĕмĕрлĕхех чĕре суранĕ пулса юлнă.
    – Çав тери йывăрччĕ. Ачисене те пăхмалла, хуçалăхне те тытса пымалла... Мĕнле йывăр пулсан та вĕренсе тухрăм, çакăншăн ырă кÿршĕсене пысăк тав. Ачамăрсем мĕнлерех-ши тесе çĕрле вăрана-вăрана каяттăм, – куççуль витĕр аса илет Калерия Яковлевна.
    Килти хуйха-суйха çын çине кăларман. Каçсерен куççуль юхтарнă пулсан та ир пулсан икĕ ачине шкула ăсатнă, хăй те унтах васканă. Ачисем аслă пĕлÿллĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă.
Хĕрĕ, Люба, Çĕнĕ Шупашкарти "Водоканал" организацире тĕп экономист пулса ĕçлет. Ывăлĕ, Александр, çемйипе тĕп килте пурăнать. Вăл Ăнтавăшри ветеринари участокĕн заведующийĕ. "Чăваш Республикинчи ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ.
    Калерия Яковлевна шкул еннелле выртакан сукмака 44 çул хушши такăрлатнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ачасенчен уйрăлайман, шкулта тата малалла ĕçленĕ. Тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕшĕн ăна "Халăха вĕрентес ĕç отлиникĕ" ята парса чысланă.
    Çак ăста педагог мана та вĕрентнĕ. Вăл пирĕн класс ертÿçи пулнă. Пирĕнпе тăтăшах класс сехечĕсем, калаçусем, тавлашусем ирттеретчĕ. Ачасене тăван тĕпренчĕкĕсем пекех юрататчĕ, тĕрлĕ енлĕ аталантарма тăрăшатчĕ. Калерия Яковлевна ырă кăмăллă, çепĕç чунлă çын. Ăна эпир пурте кăмăллаттăмăр. Ача-пăчан алхасасси те пулнă, анчах та вĕрентекен куçĕсене курсан эпир хамăрăн йăнăша сăмахсăрах ăнланаттăмăр.
    К.Прокопьева ачасене мĕн çамрăкран юратнă. Учитель ĕçне пикенсен ватта хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшса пыма вĕрентнĕ.
    Çулсем иртсе пыраççĕ. Эпир шкултан вĕренсе тухса кайни те нумай вăхăт иртрĕ. Анчах та эпир хамăрăн юратнă вĕрентекенĕмĕре нихăçан та манмăпăр.
Утă уйăхĕнче хисеплĕ Калерия Яковлевна 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тулли кĕрекере çывăх тăванĕсемпе кÿрши-пĕлĕшĕ валли те вырăн тупăнчĕ. Ялти хисеплĕ ĕç ветеранне çавăн пекех вырăнти ветерансен канашне ертсе пыракан Л.Ильина тата культура ĕçченĕсем пырса саламларĕç.

Автор С.ДИМИТРИЕВА, Малти Ăнтавăш ялĕ.

 

Статья на русском языке: Смысл жизни – в детях

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (18.07.2012)
Просмотров: 1112 | Рейтинг: 5.0/4
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru