Çулталăкăн кирек хăш вахĕтĕнче те хитре эсир, Малти тата Кайри Ăнтавăшсем. Тăп-тăрă Ăнтавăш шывĕ Кĕçĕн Çавала васкать, Алсă Атăла çитесшĕн хыпăнать вăл. Хутăш вăрман лаптакĕсем хăйсен илемлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Çак хÿхĕм тавралăх сăвă-юрă кĕвĕлеме ыйтать те. Çавăнпа та ĕнтĕ талантсенчен пуян Ăнтавăш тăрĕхĕ.
Малти Ăнтавăшра СССР писательсен Союзĕн членĕ, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, "Молодая гвардия" журналăн преми лауреачĕ Георгий Андреевич Ефимов, Чăваш комсомолĕн Çеçпелл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, композитор, поэтесса Светлана Васильевна Асамат, повеçсемпе калавсен, очерксемпе тĕпчевсен авторĕ Аркадий Иванович Белов прозаик тата Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ, Пĕтем тĕнчери писательсен маринистсемпе баталистсен Ассоциации членĕ, Пĕтĕм тĕнчери писательсен Союзĕн пĕрлешевĕн членĕ, чăваш писатĕлĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ, "Çулталăкри чи лайăх кĕнека" дипломанчĕ, Хĕçпăшаллă вăйлен запасри офицерсен Ассоциацийĕн Аслă Совечĕн "Хисеплĕ Дипломне" илме тивĕçлĕ Веналий Васильевич Савельев-Саруй çуралнă.
Вăл 1926 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче хресчен çемйинче çутă кун курнă. "Кĕскен хам çинчен" афтобиографире палăртнă тăрăх ашшĕпе амĕшĕ 1931 çулта колхозниксем пулса тăнă. Тăхăр çула кайсан ялти пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. Ăна пĕтерсен Ăвăспÿрт Кипечри вăтам шкулта виçĕ çул вĕреннĕ.
Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме май килмен. Тăван çĕршыв ирсĕр нимĕç фашисчĕсем килсе тапăннă.
- Хуçалăхра ĕç вăйĕ çитмесчĕ, çавăнпа эпĕ "Ленин" колхозра ĕçлеме тытăнтăм, - аса илет халĕ Веналий Васильевич.
Вунçиччĕре, 1943 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Малти Ăнтавăш каччи вăрçă хирне тухса кайнă. Йыхрав илес умĕн çар комиссариатĕнче акă мĕнле калаçу пулса иртнĕ. Те йывăрăш çитменнипе, те пĕвĕ лутра пулнăран, комисси членĕсем, вăрçа кайма çитĕнеймен, ăна тепĕр срока хăвармалла, тенĕ. Çар комиссарĕ килĕшесшĕн пулман. Çын шучĕ кирлĕ пулнă. Кăштах шухăша кайса тăнă хыççăн çак ыйтăва вăл çапла татса панă: "Пишите годен. До передовой доедет, подрастет". Васкасах ÿсме, çитĕнме тиврĕ.
Калинин фронтĕнче çапăçнă. Торопец, Великие Луки, Невель, 3-мĕш Прибалтика тата 2-мĕш Белорусси фрончĕсенче Полоцк, Вильнюс, Тильзит хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнма тивнĕ. Çапăçу хирĕнче минометчик та, связист та, танка хирĕç пăшалçă пулнă. Польша урлă Берлина çитрĕм. 11-мĕш степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ тата вунçичĕ медаль илме тивĕçнĕ.
Литературăна юратма вăл çамрăклах тытаннă. Малти Ăнтавăшра пурăнакан шкул ачисем литература кружокĕ йĕркелесе, ялта алăпа çырса пĕчĕк журнал кăларнă. "Шурăмпуç килсен" ятлăччĕ вăл. Шурăмпуç килессе шаннă пулĕ çав унта çырса тăракансем: Георгий Ефимов, Веналий Савельев, Георгий Инокентьев, Аркадий Белов...
Ăвăспÿрт Кипечри вăтам шкулта пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне ачасене Канашри вакунсем юсакан завода илсе кайса килнĕ. Çакăн хыççăнах Веналий "Экскурсире" сăвă çырнă. Çакăнтан пуçласа кайнă та ĕнтĕ калавсем, юптарусем, сăвăсем хайласси.
"Фронтра вара вырăсла çырма лекнĕ. Вăрçă чарăннă хыççăн полк Польшари пĕр пĕчĕк хулара тăчĕ. Ун чухне "Шел солдат домой" вырăсла пьеса çыртăм. Штаб пуçлăхĕ литературăпа интересленнĕ çынччĕ. Манăн пьеса ăна питĕ килĕшнĕ. Вăл тăршнипе часть клубĕнче ăна лартса патăмăр.
Куракансем-салтаксем вар-хырăмĕсене тытса, шĕшĕ-пĕрисем урайне выртса питĕ хытă ахăлтатса кулчĕç. Пьеса содержанийĕ пирки те мар пулĕ, тетĕп. Çамрăк хĕрачасен ролĕсене хамăр салтаксемех çинçе те çăмламас ураллă, шакла пуçлă, арçын сассиллĕ Петтясемпе Ваççă артистсем вылярĕç" (Асаилÿрен)
"За Родину", "За службу Родине" дивизи хаçачĕсенче те пичетленнĕ унăн произведенийĕсем.
Веналий Васильевич каярахпа та пьесăсем çырма пăрахман. "Ватă йăмрасем", "Çĕрпÿ ярмăркки", "Хура тутăр" драма ăсталанă, вĕсене те сцена çинче темиçе хутчен те выляса панă. Ачасем валли пилĕк ытла пьеса çырнă.
В.В. Савельев 1948 çулта тин демобилизациленнĕ. Служба хыççăн Литвари Аникшчай хулинчи заводра чылай вăхăт хушши аслă механикре ĕçленĕ. Çав вăхăтра кăранташа та алăран яман вăл. Унăн хайлавĕсем "Коллективный труд", "Молодежь Литвы", "Советская Литва", "Комяунимо Тиеса" хаçатсенче пичетленсе тăнă. Ун чухне вăл вырăсла çеç мар, литвалла та çырнă.
Литвара 14 çул пурăнса Веналий çак чĕлхене алла илнĕ. Сăмах май каласан, унăн мăшĕрĕ, Раиса Николаевна Акиншчай хĕрĕ. Пĕрлешсе вĕсем пилĕк ача пăхса ÿстернĕ.
Икĕ авторшăн 1991 çул та тухăçлă пулнă. Каллех виçĕ кĕнеке çапса кăларнă.
1993 çулта "Вăйăран вăкăр тухать" (Чăваш кĕнеке издательстви), Сĕнтĕрвăрринчи вĕренÿ заведенийĕсем çинчен "Зеленеть дубравам", "С землею на ты" ятлă кĕнекесене И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн издательстви кăларнă.
Малти Ăнтавăшра кун çути курнă тепĕр тухăçлă ĕçлекен çыравçăна, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ В. Савельев- Саруя çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, пултарулăхĕнче тата çÿллĕрех шая çĕкленме ырă сунассăм килет.
Тусĕ- юлатшĕ Петĕр Вашават вăхăтсăр çĕре кĕрсен, Веналий Савельев - Саруй пĕччен çырса кĕнеке кăларать. "Амачкинский винокуренный", "Наперекор огню", "В Мариинский Посад через Париж", "Говорящая белка", "Любил он слушать соловья", "Они ковали Победу" тата "Пурнăç урапи" сăвăлла роман (трилоги) пичетлесе, вулакансем патне çитерет.
Çапах та пирĕн ентеше тăван тавралăх, çуралнă ен хăй патнеллех туртнă. Вăл 1961 çулта Сĕнтĕрвăрри хулине килсе вырнаçнă. 1970-1977 çулсенче Веналий Васильевич районти "Ленин ялавĕ" хаçатăн çырусен пайĕн заведующинче вăй хунă. Кунта Петр Михайлович Енцов- Вашават поэтпа çирĕп туслашнă, иккĕшĕ пĕрле кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма пуçланă. 1989 çулта вĕсем тÿрех виçĕ кĕнеке çапса каларнă. "Çăткăн çулăм" калавсен пуххи, "Есть на Волге завод" историллĕ очерк, I - VIII калассем валли "Диктантсен пуххи". Тепĕр çулне Веналий Савельев- Саруйăн Петĕр Вашаватпа çырнă "Чувашское золото" очерксен пуххи тухать. Кĕнекесене кĕнĕ çичĕ очеркра Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпÿ, Вăрмар тата ытти хăшпĕр районсенчи хăмлаçăсен ĕçĕ- хĕлĕ çинчен çырнă.
"Сборник текстов на противопожарные темы для I-VIII классов", "Этем аллинчи вут-кăвар", "Çичъял паттăрĕсем", "Огонь в руках человека" кĕнекесем пичетленсе тухаççĕ.
Валериан Прокопьев, учитель, краевед,
журналист. "Канаш" хаçат. |