ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Анне патне килнӗ пек килетпӗр...

     Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче пурӑнакан Любовь Павловна Ильинана ял тӑрӑхӗнче кӑна мар, районта та лайӑх пӗлеҫҫӗ. Хисеплесе, юратса ӑна паянхи кун та ячӗпе тата ашшӗ ячӗпе чӗнеҫҫӗ. Ӗҫре те, килте те, ҫын ҫинче те яланах сӑпайлӑ курма хӑнӑхнӑ эпир Любовь Павловнӑна. Унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен тӗплӗрех пӗлес тӗллевпе ҫак хастар хӗрарӑм патне ҫитсе килес терӗмӗр.
     Л. Ильина 1936 ҫулхи июнь уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Красноармейски ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫа пуҫлансанах ашшӗне фронта илсе кайнӑ, 1944 ҫулта ҫемье Ҫӗрпӳ районӗнчи Пысӑк Чӑрӑш ялне куҫса килнӗ. Хӗр ача ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗрремӗш класа кайнӑ. 1957 ҫулта Чурачкӑри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан виҫӗ ҫул колхозра тӑрӑшнӑ. Комсомол райкомӗн путевкипе Кайри Ӑнтавӑш ялне клуб заведующийӗ пулса ӗҫлеме килнӗ. «10 ҫул иртсен райком инструкторӗ Николай Антонович Антонов мана ял совет председателӗ пулма ыйтрӗ. Эпӗ яхӑнне те килӗшмерӗм. 10 кун иртнӗ хыҫҫӑн сесси ирттерсе пурпӗрех председателе лартрӗҫ. Мӗнрен ӗҫ пуҫламаллине те пӗлместӗп хам. Ҫӗнӗ Туҫа ялӗнчен Иван Артемьевич ҫитрӗ, хӑйне справка кирли ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫавӑн пек пуҫланчӗ манӑн ял Советӗнчи ӗҫ», - аса илет Любовь Павловна. Унта вӑл 1987 ҫулччен вӑй хунӑ.
     - Малашлӑха мӗн кӗтрӗ сире?
     - Эпӗ бригадир ӗҫне явӑҫрӑм, 8- мӗш бригадӑна ертсе пытӑм. Чи нумай тырӑ туса илекенсем пултӑмӑр. Кӗрхи ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн пуху ирттерсе пӗтӗмлетрӗҫ, эпӗ тӗрӗсмарлӑха сиссе пӑрахса кайрӑм. Ырӑпала усал хушшинче иртсе пырать этем пурнӑҫӗ. Пӗрисем ура хурса такӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ, теприсем алӑ парса тӑма пулӑшаҫҫӗ, ырӑ сӑмах каласа малалла утма хавлалантараҫҫӗ. Совхоз директорӗ Владислав Тихонович Анишинпа кар тӑрса ӗҫленӗ, авторитетлӑ пулнӑ. «Анне патне килнӗ пек килетпӗр сирӗн пата», - тесе калатчӗҫ ял Советне пыракансем. Кам кӑна пулса ӗҫлемерӗм-ши эрӗ: диспетчер, кадр пайӗсен пуҫлӑхӗ, ӗне фермине ертсе пыраканӗ... Лесник тата милици ӗҫӗсене кӑна пулман пулӗ эсӗ тетчӗҫ. Ял Совет председателӗ ял ҫыннисемшӗн милици ӗҫченӗ евӗрех пулнӗ ӗнтӗ вӑл. Пенсие тухичченех ӗҫлеме тӳр килчӗ унта.
     - Ӗҫре лайӑх вӑхӑтсем пулнах?
     - Ӗҫленӗ хушӑра райком членӗ, икӗ хутчен райсовет председателӗ пулма тӳр килчӗ. Ял совет депутачӗ пулса 24 ҫул тӑрӑшрӑм. «Яндоушский» совхозра партбюро секретарӗ, хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулса тимлерӗм. Районта яланах ырӑпа асӑнатчӗҫ. 1990 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайсан совхоз столовӑйӗнче ӗҫлерӗм, тутлӑ апатшӑн пурте тав тӑватчӗҫ.
     - Любовь Павловна, сирӗн ачалӑх ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман, ҫакӑншӑн ӳпкелешмен-и?
     - Ҫук, атте-аннене те ӳпкелемен, хам та нӑйкӑшман. Вӗсем пире ӗҫе юратма, ҫемьешӗн тӑрӑшма вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа атте-аннене хамӑн ачалӑхшӑн тав тӑватӑп кӑна.
     - Хӗрарӑм телейне мӗнре куратӑр?
     - Хӗрарӑм телейӗ - ачасенче. Виҫӗ ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Аслӑ хӗрӗм Светлана Санкт - Петербургра, кӗҫӗнни Ирина Мускавра пурӑнаҫҫӗ. Вова ывӑлӑм, культпросвет шеулӗнчен вӗренсе тухнӑскер, вырӑнти ял клубӗнче тӑрӑшать. Пурте ҫемьеллӗ. Эпӗ хама телейлӗ тесе шутлатӑп. Паянхи кун ывӑлпа пурӑнатӑп.
     Ҫапла шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса эпир пахчана тухрӑмӑр. Илемлӗ-ҫке кунта! Вӑрӑм та тӳрӗ йӑрансем ҫинче пӗр ҫум курӑк та курӑнмсть. Мӗн тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ҫитӗнмест пулӗ? Хурт-хӑмӑр ӗҫне те пӑрахмаҫҫӗ Ильинсем.
- Вова аппаланать вӗсемпе, юрать ачи ӳркенмест те. Пур ҫӗре те ӗлкӗрет. Хӗрӗмсем аякра пурӑннӑрн час-часах килсе ҫӳреймеҫҫӗ ҫав, - каласа парать кинемей.
     Ҫав тери ӑста алӑллӑ хӗрарӑм Любовь Павловна. Капӑр тум-тир ҫӗлеме, илемлӗ тӗрлеме, ҫыхма, тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме кӑмӑллать. Кил ӑшчиккине йӑлт хӑй ӑсталанӑ япаласемпе илемлетнӗ. Юмах тӗнчине лекнӗнех туйӑнать. Унӑн ӗҫӗсем сӑнарлӑ тата тарӑн шухӑшлӑ пулнипе палӑраҫҫӗ.
     Ял тӑрӑхӗнчи обществӑпа культура ӗҫӗсене те хастар хутшӑнать вӑл. Ҫулӗсене пӑхмасӑр паянхи кунччен ветерансен канашне ертсе пырать. Ӗлӗкхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса культура ӗҫченӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса тӗрлӗ уявсене, паллӑ кунсемпе юбилейсене ирттерме вӑй-хал ҫитерет. Унсӑр пуҫне ялти вулавӑшра «Асамлӑ ҫекӗл» кружока, клубри «Пучах» фольклор ушкӑнне ертсе пырать.
     Кунсем те, ҫулсем те хӑвӑрт иртеҫҫӗ. Юлхавӑн ҫеҫ кун иртмест теҫҫӗ ваттисем. Чӑнахах та ҫаплах пулӗ. Ӗҫлекен ҫынна кирек хӑҫан та кун ҫитмест, вӑл яланах кӗске.
     Тӗлӗнмелле хӗрарӑм вӑл Любовь Павловна, никама та ӳпкелемест, никама та хурламасть. Пурнӑҫа та, ҫынсене те мӗнле пур-ҫапла йышӑнать, юратать. Кашни куна халӑлласа кӗтсе илет. Хӑйӗн кӑмӑлӗ пе тата хавхаланӑвӗпе ыттисене те ырӑ витӗм кӳрет.

Люлмила Игнатьева тата
Светлана Васильевна Димитриева,
культура ӗҫченӗсем.


Канаш ен. 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗ, №42

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (04.07.2016)
Просмотров: 1165 | Теги: биография, ильина любовь павловна, интервью | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru