ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Ăнтавăш каччин çитĕнĕвĕ

05.05.2012 Газета "Канаш ен"

Апрелĕн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш Ен Спорт министерствин 5-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен училищинче арçынсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешсе Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Республикăн тĕп хулине Атăл тăрăхĕнчи тăхăр регионтан – Оренбург облаçĕнчен пуçласа Пермь крайĕ таранах - чи вăйлă çĕр ытла спортсмен килнĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансене физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Атăлçи федераци округĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Виктор Волохин, Чăваш Енĕн Ирĕклĕ мел кĕрешĕвĕн федерацийĕн вице-президенчĕ, республикăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Иван Григорьев саламланă.

Икĕ куна пынă ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чăваш кĕрешÿçисен пĕр-лештернĕ команди абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнта – Тутарстанăн команди, виççĕмĕшĕнче – Самар облаçĕн спортсменĕсем.

Чăваш кĕрешÿçисем сакăр медаль çĕнсе илнĕ: виçĕ ылтăн, икĕ кĕмĕл тата виçĕ бронза. Чăваш Ен командин çитĕнĕвĕнче Сергей Васильевăн тÿпи те пур. Вăл та чемпионатăн бронза призерĕ (60 килограма çитичченхи виçере). Сергей Малти Ăнтавăш ялĕнче пурăнать. Канашри 3-мĕш вăтам шкултан, хулари педагогика колледжĕн физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕр-лĕхĕнче слесарь пулса ĕçлет.

Сергее малтанхи вăхăтра ашшĕ, Михаил Васильев, кĕрешме вĕрентнĕ. Паян каччă хулари "Атлант" клубра ăсталăхне туптать. Сăмах май, Михаил Александрович хăй те мĕн çамрăкран спортпа туслă. Кире пуканĕ йăтса, сĕтел çи теннисла выляса предприятисем хушшинче ирттерекен турнирсенче халĕ те малти вырăнсене йышăнать.

Сергей Васильев шкулта вĕреннĕ чухнех республика, Раççей шайĕнче ирттерекен ăмăртусене хастар хутшăннă. Арзамасра, Тольяттире, Ульяновскра, Сыктывкарта, Хусанта ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе ирттернĕ чемпионатсенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Çакна дипломсемпе медальсем лайăх ĕнентереççĕ.

Çамрăкăн ăсталăхне ÿстерсе пырса пысăк çитĕнÿсем тăвас шанăç пысăк. Çавăнпа та малашнехи турнирсем уншăн ăнăçлă иртчĕр.

И.ИЛЬИНА.

АУ Чувашской Республики «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Минкультуры Чувашии

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (11.07.2012)
Просмотров: 961 | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru