ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Ялан асра анне сăнарĕ

     2016 çулхи сентябрĕн 16- мĕшĕнче пирĕн анне Вера Константиновна Семенова 100 çул тултармаллаччĕ. Шел пулин те, вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 20 çул хыçа юлчĕ.

     Пирĕн анне Çĕрпÿ районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Ачасенчен вăл пиллĕкмĕш. Икĕ пиччĕшĕпе икĕ аппăшĕшĕн анне чи юратни пулнă. Мĕн ачаран колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, нимĕнле йывăрлăхран та хăрăман. Арçын е хĕрарăм ĕçĕ тесе уйăрса тăман - тытнă та тунă.
     Тăван çĕршыв Аслă вăрçин усалĕ пирĕн çемьене те пырса тивнĕ. Трактористсен курсне вĕренсе пĕтерсен 1942-1947 çулсенче анне "Сталинец" трактопра кунне - çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă: сухаланă, акнă, тыр - пул пухса кĕртнĕ. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй - халне те, сывлăхне те шеллемен.
     Хĕрарăм телейне курма пÿрмен Вера Константиновнăна, икĕ хутчен мăшăрлансан та ăнăçман. Пĕрремĕш упăшки вăрçа хирĕнче хыпарсăр çухалнă. Манăн атте, Яков Семенович Семёнов, вăрçă суранĕсене пула пурнăçран ир уйрăлнă. Çирĕп кăмăллă хĕрарăмăн виçĕ ывăлне пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Аннене пулах эпир йĕркеллĕ çынсем пулса çитĕнтĕмĕр. Аслă пичче, Николай, Янкăлч колхозĕнче нумай çул электрикра ĕçлерĕ. Вăталăххи, Владимир, электрогазосварщик профессине алла илнĕскер, Шупашкар трактор заводĕнче вăй хучĕ. Эпĕ, кĕçенни, Сĕнтĕрвăрринчи техникумран вĕренсе тухнă хыççăн направленипе Пермь облаçне кайрăм. 40 çул ытла пурăнатăп ĕнтĕ ку тăрăхра.
     Пĕр тăвансем виçсĕмĕр те çемьеллĕ, пурин те ачасем, мăнуксем пур.
     Ачалăх тахçанах хыçа юлнă пулин те: "Ачасем, тÿрĕ чунлă, ырă кăмăллă пулăр" - анне сăмахĕсем паян та хăлхарах. Унăн йăвашшăн пăхакан куçĕсене, çепĕç куллине халĕ те куратăп. Унăн çаврăнăçулăхĕнчен, лара - тăрă пĕлменлĕхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен çынсем те тĕлĕнетчĕç. Мĕн тери пысăк çухату, асап тÿссе ирттернĕ пулин те анне пурнăçа юрататчĕ, малашлăха çутă шанăçпа пăхма хавхалантаратчĕ.
     Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче анне хăйĕн мĕнпур мăнукне, кĕçĕн мăнукне пĕр сĕтел хушшинче курасшăнччĕ, анчах кун - çул урăхла килсе тухрĕ. Çак статьяна çырса эпĕ аннен çутă сăнарне самантлăха та пулин чĕртсе тăратасшăн пултăм. Тен, Малти Ăнтавăшра пурăнакансем те Вера Константиновнăна аса илĕç.
     Анне пирĕншĕн яланах чĕрĕ, унăн сасси хăлхара, сăнарĕ кÿç умĕнче, юратăвĕ чĕрере.

 

     Пурне те хисеплесе Петр Яковлевич Семёнов.
     Канаш ен. 2016 çулхи авăн уйăхĕн 16- мĕшĕ, N:67

 


Ксерокопия статьи из газеты
Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (17.09.2016)
Просмотров: 910 | Теги: биография, 100 çул, Вера Константиновна Семенова | Рейтинг: 5.0/5
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru