Пирӗн Чӑваш Республики илемлӗ вырӑнсемпе палӑрса тӑрать. Сире пӗр тӗлӗнмелле те питӗ хитре чиркӳ ҫинчен каласа парас килет.
Канаш районӗнче Ҫӳлти сала (Высоковка) пур. Ку ял ҫӳллӗ ту ҫинче вырнаҫнӑ. Ытла та тӗлӗнмелле хитре вырӑн кунта... Тӗнчипе те кунтинчен шӑпрах та лӑпкӑрах кӗтес ҫук пулӗ. Сывлӑшӗ те урӑх кунта, тулли ӳпкепе сывласассӑн та сывласа тӑранаймассӑн туйӑнать. Йӗри-тавра симӗс вӑрман сарӑлса выртать, юнашарах Ҫавал шывӗ юхса иртет.
Сӗве хулин тата уесӗн 1565-1567ҫулсенчи ҫыру кӗнекинче Высоковка ялне «мӑкша-ирҫен йыаӑҫ-курӑкпа витӗннӗ Сустатов ҫӗрӗ» тесе палӑртнӑ. Вӑл Хусан ханстви вӑхӑтӗнче Хусан феодалӗсен шутланнӑ, унта чаплӑ ҫынсен ҫӗрӗсене сухаласа акма Сӑр тӑрӑхӗнчи мӑкшӑ-ирҫесене вӑйпа куҫарнӑ.
Высоковка ялӗнче пурӑнакансен йышӗ хӑвӑрт ӳснӗ. 1859 ҫулта унта 65 кил пулнӑ, вӗсенче 150 арҫынпа 202 хӗрарӑм пурӑннӑ, 1907 ҫулта 115 кил, 440 ҫын шутланнӑ.
Сала чиркӗвне 1870 ҫулта лартнӑ, вӑл паянхи кун та ӗҫтет-ха. Ӑна чиркӗве ҫӳрекенсем хӑйсем укҫа-тенкӗ пуҫтарса хӑпартнӑ. Ҫӗрпӳ уесӗн Анаткас Кипеч ялӗнче 1877 ҫулта ҫуралнӑ Андреев Фёдор Андреевич ҫак чиркӗвӗн старости пулнӑ. 1930 ҫулта ӑна, мӗншӗннине пӗлеймерӗм, ӗҫлесе юсанмалли лагере 8 ҫуллӑха янӑ.
Ҫветтуй Троица чиркӗвӗ 3 престоллӑ: Ҫв. Троица, Ҫв. Архангел Михаил тата Ҫв. Дмитрий Солунский. Ҫак храма хӑпартнӑ чухне, стенисем ҫирӗпрех пулччӗр тесе, растворӗ ҫине чӑх ҫӑмарти янӑ тет, ӑна ял халӑхӗ пуҫтарса панӑ ӗнтӗ. Чиркӗве чултан хӑпартнӑ, тӗп храмӗпе сулахай енче ӑшӑ пулман, сылтӑм енне вара хутнӑ. Ҫӳллӗшӗ, чан ҫапмаллине шута илсен, 14 хӑлаҫ, чанӗ 3 хутлӑ. Ҫветтуй Троица чиркӗвне 1884 ҫулта сӑвапланӑ. 1936 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнче храм хупӑннӑ. Ваттисем каласа панӑ тӑрӑх, чиркӳрен малтан лаша вити тунӑ, унтан удобрени хумалли склад. Малти Ӑнтавӑш ялӗнче пурӑннӑ Мурышкина Зинаида Алексеевна (ман ватӑ кукамай) ҫак чиркӗве ӗҫлеттерсе ярас тесе Мускава та темиҫе хутчен кайнӑ, Киева та ҫитнӗ.
1989 ҫулта храм ҫӗнӗ вӑйпа ӗҫлесе кайнӑ, служба ирттерме пуҫланӑ, 1989 ҫулхи июнӗн 16- мӗшӗнчен пуҫласа 1994 ҫулччен пӗрремӗш пачӑшкӑ Иванов Пётр Иванович пулнӑ, унтан 1994-1995 ҫулсенче Кисляков Борис Александрович служба ирттернӗ. Павлов Николай Иванович 1995 ҫулхи октябрьтен 1997 ҫулхи декабрьччен Высоковка чиркӗвӗн пачӑшки пулнӑ. 1998-2001 ҫусленче чиркӗве Васильев Борис Михайлович ертсе пынӑ. Паянхи кун кунта Александр Алексеев протоирей служба ирттерет. Ытла та питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл.
1886 ҫулта чиркӳпе юнашар йывӑҫран часовня туса лартнӑ, 1906. ҫулта ҫавӑнтах, инҫе мар, пусар урамӗнче кирпӗчрен часовня хӑпартнӑ. Шел пулин те, вӗсем паянхи куна сыхланса юлман.
Высоковка питӗ пуян ял шутланса тӑнӑ тет, ытларах вырӑссем пурӑннӑ унта. Монастырь те пулнӑ тет, манахсен ҫӗр шӑтӑкӗнчи ҫулӗсем те пур тесе калаҫҫӗ, паянхи куна ишӗлкелесе пӗтнӗ ӗнтӗ вӗсем. Пуянсем ылтӑн пытарса хӑварнӑ пирки те сӑмах ҫӳрет, кун пирки ваттисем калаҫкалатчӗҫ.
Чиркӳ стени ҫумӗнче виҫӗ вил тӑпри пур. Кунта ӗлӗкех ҫак чиркӳре ӗҫленӗ пачӑшкӑ, унӑн мӑшӑрӗпе хӗрӗ канлӗх тупнӑ.
Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле хитре вырӑн пур пирӗн тӑрӑхра, питӗ пуян историллӗ вӑл. Тата, кун пирки сахал ҫын пӗлет, Высоковка ялӗн сулахай енче Улӑп тӑпри (курган) пур. Вӑл Канаш районӗн «Культура еткерлӗхӗ» шутланса тӑрать.
Нумаях пулмасть чиркӳ ҫумӗнчи айлӑмри ҫветтуй ҫӑлкуҫ ҫине йывӑҫран илемлӗ пура вырнаҫтарса лартрӗҫ.
Авторӗ Анастасия ИВАНОВА.
2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗ, 18№ Канаш Ен. |