ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Блог

Главная » 2016 » Сентябрь » 6 » Тусăмсем!
21:34
Тусăмсем!

     Тусăмсем! Тавах сире манăн шухăшсене туххăмрах йышăнса ăнланнăшăн. Чуна уçса калаçар-ха. Хăвăрах пĕлетĕр: эпир атте-анне чĕлхипе çырмасан-калаçмасан - пирĕн вырăна кам çыраять-калаçаять, ăна хамăрăн ачасемпе мăнуксене вĕрентсе хăвармасан - кам килсе вĕрентеет? Никам та. Ку пирĕншĕн темскерле йывăр ĕç мар - сывланă пек çăмăл: хамăра тертленсе вĕрентнĕ-им? Сывламасăр пурăнайман пекех, эпир, тĕрĕссипе, тăван чĕлхесĕр те пурăнаймастпăр: çур çын пек çÿретпĕр, çур çын пек шухăшлатпăр, юнпа куçнă шалти пултарулăха туллин аталантараймастпăр. Андрияна чăваш чĕлхи космоса вĕçме чăрмантарнă-и - çук, паллах: вăл, тăван чĕлхе ăсĕпе маттурланса ÿснĕскер, кайран çав чĕлхене хăйпе пĕрле уçлăха çити çĕкленĕ! Тата питех хăш халăх мăнаçланма пултараять кун пек тĕслĕхпе? Пирĕн 21 ĕмĕрти ачасемпе мăнуксем хамăр чĕлхене вĕренейми пуçсăр-им вара? Пуррине упрар-ха, тусăмсем, çуккине тупар. Ваттисенчен пил вырăнне ылхан ан килтĕр...

Авторĕ:Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна

Просмотров: 502 | Добавил: Яндоуши | Теги: Карягина (Степанова) Марина Фёдоров | Рейтинг: 5.0/2
Всего комментариев: 2
0
1 Яндоуши   (14.09.2016 17:09) [Материал]
Эпир пулнă, пур, пулатпăр! smile

0
2 Яндоуши   (16.12.2016 20:35) [Материал]

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru