Халĕ Мӑнкун вӑхӑчĕ,анчах эпир хӑнӑхнӑ "Пасха" уявĕ мар, чӑвашсен ҫĕнĕ ҫулĕ. Мӑнкун-авалхи чӑвашсен календарĕпе Ҫĕнĕ ҫул уявĕ, эрне хушши уявланӑ пуш уйӑхĕн 21-мĕш хыҫҫӑн.
![](http://kan.ucoz.ru/Pictures/owQph3tvvCE.jpg)
Сĕтел хатĕрленĕ, сӑра вĕретнĕ, пӳрте ҫуса тасатнӑ, килкартинче тата урамра тасатнӑ.Мӑнкун умĕн мунча хутнӑ. Ҫĕрле хĕвелтухӑҫ енчи сӑрт ҫинче ҫамрӑксем кӑвайтсем чĕртнĕ. Ирхине таса та ҫĕне уявламали тумтирсем тӑхӑннӑ.
Йĕкĕтсем хĕвел тухнине кĕтме кайнӑ. Хĕрарӑмсем йӑла апачĕсем пĕҫернĕ: ҫӑмарта хӑпартри, чӑх, чӑкӑт, икерчĕ, йӑвача тата ытти хатĕрсене. Хӑш-пĕр ҫĕртре Мӑнкун хурĕ пĕҫернĕ. Ачапчасем тӑвансене кайса курнӑ. Пĕрремĕш килекен ҫынна минтер ҫине лартнӑ. Выльӑх чĕрлĕх ӑнтӑр тесе. Ҫавӑнпа хĕрпе каччӑсене пĕрле ҫӳреме каланӑ. Вĕсене мӑйӑр тата расна тутлӑ апат ҫимĕҫ ҫитернĕ. Халĕ те ҫак йӑла-йĕркесем сыхланса юлнӑ ялта."Пасха" уявĕпе хутӑшса кайнӑ пулсасӑн та. Кӑнтӑрла ҫитсесĕн тӑвансем йӑхра чи аслисен килĕнче пуҫтарӑннӑ. Сĕтел хушине лараччен кĕл тунӑ. Кил хуҫи тав тунӑ иртнĕ ҫулшӑн, ҫĕнĕ ҫулта ырлӑх ыйтнӑ, ваттисене асӑннӑ. Пĕр арҫына минтер ҫине лартнӑ, ун умне "Мӑнкун хуррине" лартнӑ. Кĕл тунӑ хыҫҫӑн вӑл хура пацланӑ пĕчĕкрех пайсем ҫине шӑммисене хуҫмасӑр. Ытти кунсенче чĕретпе хӑнана ҫӳренĕ тӑвансем патне. Кӑнтӑрла ачасем урамра вылянӑ, ятарласа тунӑ пысӑк качелисем ҫинче ярӑннӑ. Каҫхине ҫамрӑксем уҫӑлса ҫӳренĕ.
Халĕ инте эпир Мӑнкуна "Пасха"уявĕпе пĕр кунта тӑватпӑр. Христиан тĕнне кĕнĕ пĕтем хутӑштарса арпаштарса пĕтернĕ, анчах пĕрех астумала, Мӑнкун вӑл чӑвашсен Ҫĕнĕ Ҫулĕ.
Мӑнкун — чӑвашсен уявӗ. Авал ҫулталӑка пуҫласа яракан пӗрремӗш кун пулнӑ.
Ҫĕнĕ Ҫул ячĕпе Чӑвашсем!
![](http://kan.ucoz.ru/Pictures/image.jpg) |