ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!
ГЛАВНАЯ » 2015 » Август » 21 » 21.08.2015. Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн еплерех пулмалла?
17:07
21.08.2015. Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн еплерех пулмалла?

Алексей Ефимов, Малти Ăнтавăш ялĕнче çуралнă, халĕ Екатеринбургра пурăнать:
- Екатеринбургра, Раççейри ытти хуласенчи пекех, чăвашсен ентешлĕхĕ пур. Эпир республикăн пурнăçĕпе кăсăклансах тăратпăр, авăн уйăхĕнче суйлав пулассине питĕ лайăх пĕлетпĕр. Чăваш Ене авторитетлă ертÿçĕн ертсе пымалла, пур ыйтăва та кабинетра ларса татса памалла мар, хула-района тухса çÿремелле, халăха курнăçмалла, вĕсен пурнăçĕпе кăсăкланмалла. Кун пек чухне йĕрке пулатех.
П., Сутуçĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕн чи малтанах тÿрĕ чунлă пулмалла, панă сăмахсене пурнăçласа пымалла.
Валентина Дмитриева, предприниматель:
- Çакăн пек пысăк поста йышăнакан çыннăн тĕрĕслĕхшĕн çунмалла, коррупцие хастар кĕрешмелле, Чăваш Енĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерсе экономикăна çирĕплетмелле.
20 çулхи Йĕкĕтсем, Йĕпреç районĕнчен килнĕ:
- Çулсен юсавлăхне çирĕп контроллесе тăракан çын кирлĕ прие, социаллă ыйтусемпе çыхăннă йывăрлăхсене кĕске вăхăтра татса пама пултарсан питех те аван пулĕччĕ.
С. Иванова, çамрăк ача амăшĕ:
- Малашлăх çинчен шутлатăр, хăй çеç пуяссине тĕп вырăна ан хутăр. Ача сачĕсене юсассине тата çĕннисем туса лартассине шута илтĕр.


Канаш Ен. 2015 çулхи çурла уйăхĕн (августăн) 21-мĕшĕ. № 60()1931

Просмотров: 319 | Добавил: Яндоуши | РЕЙТИНГ: 5.0/5
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru