ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Тĕрĕс çул-йĕр суйласа илесчĕ

26.10.2011 "Канаш ен"


    Валентина Архиповна Дмитриева Малти Ăнтавăш ялĕнче 1926 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ çак ялпа çыхăннă. Вăрçă çулĕнчи çамрăксен ачалăхĕ çăмăл пулман. Вĕсем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. 15-16 çулти хĕрсем тырă вырса пуçтарнисĕр пуçне вăрман каснă, окоп чавнă.
    – Раштав уйăхĕ питĕ сивĕ пулнăран ĕçленĕ чухнех урасене тăм илетчĕ. 1943 çулта Свияжск станцине чукун çул хывма ячĕç. Унта пĕр çулталăка яхăн ĕçлерĕмĕр. Ун чухне укçа паман. Кайран Йĕпреç районĕнче вăрман каснă. Кинчер ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă çула юсанă çĕре хутшăннă. Вăрçă чарăнсан кăна яла таврăннă, – аса илет Валентина Архиповна çамрăклăх çулĕсене.
    "Çавăн пек йывăр вăхăт пулнă пулсан та эсĕ, асанне, питĕ лайăх çын пулса ÿснĕ", – унăн çумĕнчен хăпмаççĕ мăнукĕсем Маринăпа Мишша.
   Пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илмелле. Çак сăмах çаврăнăшне Валентина Архиповнăран час-часах илтме пулать. Пукрав кунне шăп 85 çул тултарчĕ ялти хисеплĕ ватă. Хăй çуралнă тăван ялĕнчех тĕпленсе пурăнать вăл. Çамрăк чухне ял каччипе Василий Дмитриевпа хăйĕн телейне тупнă, çемье чăмăртаса пилĕк ывăл та виçĕ хĕр ура çине тăратнă. Çумри мăшăрĕ юнашар çукки те 14 çул çитрĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра виçĕ ывăлĕн тата икĕ хĕрĕн ăшшипе пурăнать ватă çын.
    Анатолипе Татьяна Шупашкарта тĕпленнĕ, Галя хĕрĕ – Вăрăмпуç ялĕнче. Ывăлĕ Сергей тăван ялтах пурăнать, кĕçĕн ывăлĕ Миша çĕршывăн хĕвел тухăç чиккинче хăйĕн юратнă ĕçĕпе тимлет. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Валентина Архиповна вун икĕ мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе чунтан савăнать.
    В.Дмитриева 85 çул тултарчĕ пулин те çирĕп хуçалăх тытать, выльăх-чĕрлĕх усрать, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерет. Ачисене те май çитнĕ таран пулăшса пыма тăрăшать. Ялта ăна хисеплеççĕ. Юбиляра çуралнă кунпа ачисем, çывăх тăванĕсем, кÿршисем пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕç, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Автор Дмитриева С. В.  Кайри Ăнтавăш библиотекин заведующийĕ.

Статья на русском языке: Выбрать бы правильную дорогу

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (18.07.2012)
Просмотров: 883 | Комментарии: 1 | Рейтинг: 5.0/3
Всего комментариев: 1
0
1 Яндоуши   (08.04.2016 20:04) [Материал]

[Фото: 320 x 426 пикс., 36,3 Кб]

Кĕçĕн ывăлĕ, Димитриев Михаил Васильевич. 2014 çул.

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru