ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Унăн ячĕпе урам та пур
     Малти Ăнтавăшра библиотекăра ĕçлекенсем йăлана кĕнĕ массăллă оборона тата спорт уйăхлăхне хутшăнса совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа интернационалист воинсене асăннă. Вулавăша килнĕ ачасене хăйсен ентешĕн Вячеслав Клементьевич Львовăн паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Ăна ялан асра тытса пĕр минут шăп тăнă.
     Вячеслав 1966 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче Малти Ăнтавăшра çуралнă. 1985 çулхи çуркунне салтака илнĕ. Çав çулах çĕртме уйăхĕнче Афганистана янă. Вăл бензин турттаракан машинăна çÿретнĕ. Пĕтĕмпе 100 ытла рейс тунă. 1987 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче автоколонна Адраскан кишлакĕ патĕнче засадăна лĕкнĕ. В.Львовăн машинине гранатометран персе чĕртсе янă. Вячеслав çулăм ытти машинăсем çине сиксе ан ÿктĕр тесе бензовоза автоколоннăран илсе тухнă. Малти Ăнтавăш каччин пурнăçĕ вутра татăлнă. Ана вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
     Ялти шкул стени çине Вячеслав ячĕпе асăну хăми вырнаçтарнă, Малти Ăнтавăшри урамсенчен пĕри ун ячĕпе хисепленсе тăрать.
                                                                             
Источник: Газета "Канаш Ен" от 26.022014 года
 В.Алексеев

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (27.02.2014)
Просмотров: 747 | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru