ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

ТŸРЛЕНМЕН СУРАН. БАЛЛАДА

*** АФГАН ВĂРÇИН АХРĂМĔ ***
ТŸРЛЕНМЕН  СУРАН

Баллада


     Тăван çĕршыв умĕнчи интернационаллă тивĕçе пурнăçласа пуçне хунă, ХĔРЛĔ ÇĂЛТĂР орденпа, "Воин-интернационалиста - пархатарлă Афганистан халăхĕнчен" медальпе наградăланнă, Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен Малти Ăнтавăш ялĕнче çуралса ÿснĕ ЛЬВОВ ВЯЧЕСЛАВ КЛЕМЕНТЬЕВИЧА (09.12.1966 - 20.02.1987) тата Афган вăрçин тамăкĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă ПАТТĂРСЕНЕ халаллатăп.


А В Т О Р

 


 

 

Малти Ăнтавăш. Чăваш Ен.
Ял-йыш паян пĕрле пухăннă.
Сывпуллашаççĕ ерипен -
Пĕр яшăн салтак ячĕ тухнă.
***
Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул
Ылмашăнса ача çитĕннĕ. -
Ывăлăм, ăслă, сăпай пул, -
Амăшĕ пуç тайса пилленĕ.

- Пул паттăр, ял ятне ан яр, -
Ыталаса ăс панă ашшĕ.
- Тăван çĕршывшăн вăйна пар,
Пĕтмен-ха, пур, тăшман таврашĕ!

Нумай пулмасть-ха сăпкара
Амăш такмакĕпе çывăрнă
Ача яш пулнă, таврара
Каччă çинчен ыр ят сарăлнă.

Ĕçчен, хăюллă Улăпа
Чи хÿхĕм пикесем куç хывнă.
Хĕвел пек ăшă кулăпа
Вăл пĕрне çеç чĕререн савнă.

Паян умра - тумхахлă çул,
Хĕсмет чыс-сумĕ савăнтарнă.
- Атте-анне, ял-йыш... сыв пул! -
Шăлса вăл куççульне пытарнă.
***
Афганистан... Сăрт-ту, çырма...
Ухмах пульăсем шăхăраççĕ...
Вăхăчĕ çук çыру çырма -
Тăшман çывхарасран хăраççĕ.

Ăнтавăш яшĕ - чи малта,
Çункăç машини шанса панă.
Тăван çĕршыва, тупата,
Çĕр ытла рейс вăл пурнăçланă.

Автоколонна, пĕринче,
Душман засадине çакланнă.
Адраскан ялĕ хĕрринче
Тан мар çапăçусем пуçланнă.

Чăваш каччин цистернине
Граната сирпĕнсе шăтарнă.
Вут хыпса илнĕ транспортне
Çул хĕррине аран кăларнă.

Çулăм чĕлхи çулать ăна -
Салтак савнать: "Çăлса хăвартăм
Юлташсемпе колоннăна...
Çылăхлă мар халь ырă ятăм...".

Ахрăм пулса сирпĕннĕ сас
Сăрт-туллă таврана хăратнă...
... Çав каç килмерĕ çывăрас,
Амăшне хăрушлăх вăратнă.

Кайнă чухнех амăш чĕри
Теме сиссе хĕссе ыратнă.
Вăл хаклă уншăн - çав тери!
Пуç шуратса ăна ăсатнă.

Вутра кĕлленнĕ вырăна
Юлташĕсем çÿл палăк лартнă.
Колоннăри машинăна
Ун ячĕллĕ пулма палăртнă.

Çĕршыв манман хăй паттăрне -
Орден-медальпе тивĕçтернĕ...
... Манма çук вăрçă сăтăрне -
Амăшĕн чĕрине витернĕ.
 ***
Малти Ăнтавăш. Чăваш Ен.
Ял-йыш каллех пĕрле пухăннă.
Çынсем утаççĕ майĕпен
Масар çине, пуçсене уснă...

Хĕç-пăшалпа салют парса
Цинк тупăка çĕрпе хупланă.
Хĕрлĕ çăлтăрлă палăка
Паттăр ячĕпе вырнаçтарнă.

Ялта - ун ятлă пĕр урам,
Укăлчара - асăну палли.
Амăшшĕн чĕрĕ-çке суран,
Сăлтавĕ çук савăнăç валли.

Пĕлсе тăрса таврăнмасса
Куллен кĕтет. Куççулĕ типнĕ.
Амăшне пÿрнĕ манмасса,
Кĕте-кĕте пуçне юр витнĕ.
***
Мăшăрĕ вилнĕ - çăтмахра -
Ывăлĕпе пĕрле канаççĕ...
Çывăрнă чухне - юмахра -
Амăш патне вĕçсе анаççĕ...

Анатоли ДМИТРИЕВ-ЫРЬЯТ. 2017 çулхи пушăн 23-мĕшĕ.

 

 


Во время службы в Афганистане. Слева Львов Вячеслав Клементьевич. Фото из личного архива Рахимовой (Львовой) Зинаиды Клеменьтевны.

 

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (24.03.2017)
Просмотров: 947 | Комментарии: 1 | Теги: Афганская война, Львов, баллада | Рейтинг: 5.0/22
Всего комментариев: 1
0
1 Яндоуши   (24.03.2017 20:01) [Материал]


     Анатолий Григорьевич Ырьят (Дмитриев) 1949 çулта Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Раккасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1966 çулта кÿршĕри Элшелĕнче вăтам шкул пĕтернĕ. 1968-1970 çулсенче Сахалинта çар хĕсметĕнче тăнă. Кун хыççăн пилĕк çул хушши Хирти Кушкă ялĕнче учительте ĕçленĕ.1975-1977 çулсенче Шупашкарта партшкул пĕтерсе тухать. 1977-1982 çулсенче хăй çуралса ÿснĕ Ракккассинче ачасене вĕрентет. 1984 çулта Ульяновск хулине куçса килет, кунта тĕрлĕ организацисенче ĕçлет. 1990 çултан Ульяновскри «Канаш» хаçтра вăй хурать.

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru