ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Ĕнесен йышĕ ÿсет

     Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Степанов Кайри Ăнтавăш ялĕнче И. Яковлев хресчен(фермер) хуçалăхĕпе паллашнă. Унпа пĕрле Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Максимов çÿренĕ.
     Фермер хуçалăхне 2011 çулта йĕркеленĕ. Малтанах Игорь Анатольевич "Новый путь" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн пулнă пушă ларакан витесене туяннă. Вĕсене юсаса мăйракаллă шултра выльăхсем тытнă, утă упрама ангарсене йĕркене кĕртнĕ. Ула ĕнесем 37 пуç туянса килнĕ. Каярахпа "герефорд" ăратлă вăкăр хушăннă. Пур ĕнене те унпа пĕтĕлентернĕ. 2013 çулта "герефорд" ăратлă 20 пушмак пăру туяннă. Паянхи кун тĕлне фермер хуçалăхĕнче 60 пуç ĕне выльăх. 55-шĕ тупăшлă аш-какай паракан ăратлисем. Вĕсен ÿт хушаслăхĕ пысăк.
Яковлевсен хуçалăхĕнче "куйбышев" текен пăранлакан ăратлă пилĕк сурăх пур. Çулла вĕсен йышне 50 пуçа çитерме шутлаççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли çĕр лаптăкĕ 840 гектар йышăнать, техника çителĕклĕ. Планра - ĕнесен йышне 100 пуçа çитересси.
     Çакăн пек ăратлă выльăхсем апат тиркемеççĕ. Вĕсен какайĕ ахаль ĕне выльăхăннинчен чылай хаклăрах. Çамрăк выльăхсем талăкра вăтамран 950-1100 грамм ÿт хушса пыраççĕ.
     Яковлевсен хĕрĕ Наталья Питĕр хулинчи университетра вĕренет. Аслă пĕлÿ илсен пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарасшăн.

Автор: Алексей ВИТАЛЬЕВ.
Канаш ен, юн кун, 2016 çулхи пуш уйăхĕн (мартăн) 23-мĕшĕ. № 20 (1986)

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (23.03.2016)
Просмотров: 815 | Теги: ĕне, Кайри Ăнтавăш, фермер, герефорд, хуçалăх | Рейтинг: 5.0/5
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru