ДОБРО ПОЖАЛОВАТЬ НА САЙТ ДЕРЕВНИ ПЕРЕДНИЕ ЯНДОУШИ КАНАШСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ!

Каталог статей

Главная » Статьи » Мои статьи

Малти Ăнтавăш

 

 

    Пур ςавăн пек ял Урмар районĕ чикĕленнĕ вырăнта.   Пĕчĕк кăна ялăмăр еплерех пуςланса кайни ςинчен каласа хăварас каласа   хăварас кăмăлăм пур.  Малти Ăнтавăш ялне, ваттисем каланă тăрăх, 16 –мĕш ĕмĕрте пуςланса кайнă теςςĕ. Канашри краеведении музейĕнче пирĕн яла  1610- мĕш ςулта пуςланса кайнă тесе палăртнă.
    Ял вырăнĕне вĕςĕ –хĕррисĕр вăрман кашланă, ялан кашкăрсем улани илтĕннĕ. Малти Ăнтавăш ялне халĕ те вăрмансем хупласа лараςςĕ. Ял тавралла пĕччен ларакан йывăςсем ĕлĕк ςав вырăнта  вăрман пулнине каласа параςςĕ. Патша йĕрки хĕсĕрленипе сĕм  вăрмана Çĕрпỳ районе кĕрекен Тукаль ялĕнчен темиςе чăваш куςса килнĕ. Чи малтан вĕсем  Ĕшне  ςырми хĕррине вырнаςнă. Анчах та унта шыв сахал пулнă пирки ςак  ςырмасем хĕррине килнĕ. Вăрман каснă,ςĕр тунă, пỳртсем ăсталанă. Пĕчĕк хура пỳртсенче пурăннă,  урам йĕркисем пулман.
     Ял ỳссех пынă. Çĕр реформи хыςςăн улпутсенчен тарса Пăртас салинчен вырăссем куςса килнĕ ку лăпкă вырăна.  Тем сăлтава пула 1887 ςулта ял тĕпренех ςунса кайнă. Çĕнĕрен ςуртсене вара урам йĕркипе лартма тытăннă.   
Ял витĕр Яуш ятлă юханшыв юхса выртать. Ял ячĕ те ентĕ ςак шыв ячĕпе ςыхăннă.
    Темиςе ςул каялла Яуш шывĕ урлă  хывнă кĕпер урлă Çĕпĕртен Мускавалла лавсем ςỳренĕ. Ку ялта вĕсен ямшăк ςурчĕ те пулнă. Уйрăмах Малти Ăнтавăш ялне килĕштернĕ вĕсем, мĕншĕн тесен ку ялта вĕсемпе калаςма вырăссем чылаййăн пурăннă. Çак кĕпер урлă Пугачев  ςарĕ каςнă текен хыпар та пур. А.С.Пушкин та иртсе кайнă теςςĕ.
     Раща вăрманĕ енчен ял еннелле  пысăк ςул выртать. Ку ςула Ям ςулĕ, теςςĕ. Ямшăк ςулĕ тенине пĕлтерет. Çулла Мускав енчен Çĕпĕрелле ристансене ăсатнă. Çĕпĕр енчен Мускав еннелле вăрман турттарнă. Çак ςул ςинче ямшăксем хăйсен ывăннă лашисене пĕр – пĕринпе улăштарнă. Тепĕр майлă каласан, Ям ςулĕ хăйне май Станции пулнă.
     Ял тулашĕнчи пĕчĕк катасен ячĕсем ςыннăн ĕςĕ- хĕлĕпе, тĕрлĕ пулăмсемпе  ςыхăннă. Акă  ялтан аякрах маар Пушар кати  пур. Ĕлĕк пĕр-пĕрне тарăхсан вут тĕртсе тавăрас йĕрке пулнă чăвашсен.  Çыннăн ςуртне чĕртнĕ хыςςăн  киле кайма юраман, ςĕр варринче катана кайса ларнă. Çакăнтан ĕнтĕ Пушар кати пулса юлнă. Пушар катипе Çĕнĕ Туςа ялĕ хушшинче пысăк вăрăм вар пур. Ĕлĕкхи ςынсем  вăкăр каши ςырми тенĕ. Çырмара кашкăрсем йышлăн пурăннă. Пĕррехинче вăрмана вăкăр килсе тухнă. Кашкăрсемпе вăкăр хушшинче тỳпелешỳ пуςланнă. Вăкăр ςĕнтернĕ. Ĕлĕк вăрăсем ςав тери нумай пулнă. Ялсенчен вăкăрсем вăрласа  ςак ςырмара  пусса тирпейленĕ. Вара вăкăр кашши ςырми пулса кайнă. Çĕнĕ Туςа ялĕ ςывăхĕнче  Пăчăтар  ςырми пур, тепĕр майлă   Йăнаклар  варĕ теςςĕ. Халăх хушшинче ςапла халап ςỳрет. Малти Ăнтавăш ялĕнче  питĕ тĕреклĕ, ςỳллĕ Йăнăк ятлă арςын пурăннă. Ялти арςынсен питĕ унпа кĕрешсе пăхас килнĕ. Ял хушшинче илемлĕ мар тесе Пăчăтар ςырмине  кайнă арςынсем.  Ункăланса тăрса  черетпе Йăнăкпа кĕрешĕве тухнă, никам та  ςĕнеймен. Икшерĕн тухса пăхнă, пур пĕрех Йăнăк ςĕнтернĕ. Варне те Йăнăклар варĕ тенĕ.
      Ялтан аякрах мар Микитка ςырми пур. Ун ςинчен ςакăн пек халап пур. Малти Ăнтавăш ялĕнче  Микит ятлă лаша вăрри пурăннă. Вăл таврари  вăрăсемпе ςыхăну тытса лашасем вăрланă. Ял ςыннисем тарăхсах ςитнĕ. Пысăк пичке туса пĕр енне  ςапса уςнă, Микиткана пичке ăшне чиксе хăмисемпе ςапса лартаςςĕ. Пичкене ςỳллĕ вырăнтан ςырманалла сирпĕтеςςĕ. Çапла пуςтарнă ял халăхĕ вăрă Микита. Унтанпа варĕ те Микитка варĕ пулса тăнă.
     Ялта тепĕр  Хулькка текен чаплă лаша вăрри пурăннă. Таврари ял ςыннисем хульккаран питĕ хăранă. Хулькка паян лаша вăрлама пырасси пирки лаша хуςине каласах хунă. Хăй пĕчĕк ςеς пулнă пулин те ςав тери вăр – вар та чее  пулнă. Хульккана пулăшакансем ял ςывăхĕнчи вăрманта кĕтсе тăнă. Вăрланă   лашана вăрмантан кирлĕ ςĕре ăсатнă.
     Вăрман ятне Хулькка кати тесе ят панă.
     Пĕчĕк вăрман пур ялтан аякрах мар – Кĕлетлĕ вар. Çав вăрманти варта кĕлетсем нумай пулнă.  Халĕ унта  шĕшкĕлĕх, паянхи кун та мăйăра нумаййăн ςỳреςςĕ унта.


Г.Ефимов та ун илемĕ пирки ςырнă:
Кĕлетлĕ вар  вăрманĕнче ςỳретĕп,
Асилỳсен ςăмхи тек сỳтĕлет.
Шĕшкĕлĕхе хулен пырса кĕретĕп,
Вăл хăйĕн сарă мăйăрне сĕнет.     


     Сăрт тусем ςинчен  халăх  хушшинче ςỳрекен калавсем нумаях мар.  Антун тăвĕ.  Малти Ăнтавăш таврашĕнчи самаях ςỳллĕ вырăн. Çак сăрт ςинче пĕр чăваш лашине ςитерсе ςỳренĕ, хăй мĕн ятлă пулни паллă мар. Ку чăваш вырăсла кăшт чухланă пулмалла. Вырăсла юрланă: « Я тут…». Малалла мĕнле сăмахсем пулнине пĕлекен ςук. Çыннине Янтук тесе чĕнме тытăннă, сăртне те Янтук тăвĕ ят панă.
     Парăс сăмси. Питĕ интереслĕ вырăн. Çак сăртăн икĕ енче те ςырма. Сăрт вара парăс евĕрлĕ курăнса выртать. Ятне те ςавăнпа панă.                   
      Малти Ăнтавăш ялĕ çăлсемпе питĕ пуян: аслă урам, йăлăм, ăстакасси, вĕтхурăн.
      Ял çамрăкĕсем валли Алкумайкки урамĕ çумĕнче стадион пур. Кашни çулах пирĕн яла Шупашкартан спорт вăййисем ирттерме афган вăрçинче пиçĕхнĕ  салтаксем килеççĕ.  
 Пирĕн ял çамрăкĕн, Львов Вячеслав Клементьевичăн  пурнăçне çав хăрушă вăрçă илсе юлнă. Ăна асăнса  ял варринче çÿллĕ стелла  хăпартса лартнă.

 

 

 

Источник: http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=354&id=1621521

Категория: Мои статьи | Добавил: Яндоуши (23.05.2014)
Просмотров: 941 | Комментарии: 1 | Рейтинг: 5.0/3
Всего комментариев: 1
0
1 Яндоуши   (13.01.2016 21:03) [Материал]
Аваллăха тĕпчет, шырать.
Çавал тепĕр енче Ăнтавăш,
Ик ял — Кайри тата Малти.
Вĕсем Ефимовпа мухтанчĕç.
Ăнтавăш çăлĕсем хупланмĕç,
Унта янрать халь çĕнĕ ят —
Юрăç Светлана Асамат.
Кипеч — Чул Кăмака матурĕ,
Сасси ун уçă та таса.
Канашсене пĕр ушкăн турĕ
Шупашкарта чăмăртаса.
Куллен-кунхи пулăмсене
Философ куçĕпе хаклать
Айвансене, йăх-яхсене
Хытах вăрçма та пултарать.

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Анализ сайта Рейтинг@Mail.ru